А­вал­лă­ха та­вăр­чĕ тĕл пу­лу

Пал­лă ăс­чах, Раç­çей си­но­ло­ги ăс­лă­лă­хĕ­се­не пу­çар­са яра­ка­нĕ, Нау­кă­сен Раç­çей ака­де­ми­йĕн член-­кор­рес­пон­ден­чĕ, ки­тай чĕл­хил­лĕ тăл­мач­се­не ха­тĕр­ле­кен çĕр­шыв­ри пĕр­ре­мĕш вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­нине уç­нă Ни­ки­та Би­чу­рин – Иа­кинф ат­те – çу­рал­нă­ран­па 237 çул çит­ни­не ха­лал­ла­са районта Би­чу­ри­нăн II ву­ла­вĕ­сем ирт­рĕç.

Иа­кинф ат­те ячĕ-­су­мĕ­пе вăл пур­нăç­ла­нă ĕç­сен ан­лă­шĕ ис­то­рик­сем­пе шкул ачи­сем­шĕн, вĕ­рен­те­кен­сем­шĕн çул­ран-­çул  илĕр­тÿл­лĕ­рех пул­са пы­рать. Ăна хи­сеп­ле­се ме­роп­рия­тие кă­çал та хă­на­сем йыш­лă пу­хăн­чĕç. Вăл Кÿкеçри му­зей са­дĕн­че – сă­мах май ăна та Иа­кинф ат­те­нех ха­лал­ла­нă –  Н.Я Би­чу­рин па­лă­кĕ ум­не че­чек çых­хи­сем ху­ни­пе пуç­лан­чĕ.

Чă­ваш Пат­ша­лăх Ка­на­шĕн Пред­се­да­те­лĕн çу­мĕ – му­зе­йăн по­пе­чи­тель ка­на­шĕн ер­тÿ­çи Ана­то­лий Кня­зев пи­рĕн ен­теш ĕçĕ-­хĕ­лĕ­пе кă­сăк­ла­нас­си ÿс­сех пы­рас­са шан­ни­не па­лăрт­са хă­вар­чĕ. «Шă­пах Тип­нер çын­ни, Ю. Бо­ри­сов, Иа­кинф ат­тен çу­рал­нă вы­рăн­не тĕ­рĕс па­лăр­тас тĕл­лев­пе хăй вă­хă­тĕн­че са­хал мар ĕç ту­са ирт­тер­чĕ», – те­рĕ вăл.

Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн пуç­лă­хĕн çу­мĕ Зоя Мас­ло­ва ву­ла­ва пу­хăн­ни­се­не Иа­кинф ат­те пур­нăç­ла­нă ĕç­сен ис­то­ри ан­лă­шĕн­чи пĕл­те­рĕ­шĕ пир­ки ка­ла­са па­чĕ.

Ву­лав­сем икĕ сек­ци­пе ирт­рĕç: «Н.Я. Би­чу­рин ячĕ­пе çы­хăн­нă пал­лă вы­рăн­сем» та­та «Чă­ваш та­та ки­тай куль­ту­ри­сен­чи пĕр пек ен­сем».  Ис­то­ри ăс­лă­лă­хĕ­сен кан­ди­да­чĕ­сем­пе, ас­лă шкул­сен ис­то­ри фа­куль­те­чĕ­сен сту­ден­чĕ­сем­пе та­нах Ву­лав­ра Ту­тар­кас­си вă­там шку­лĕн вĕ­ре­не­ке­нĕ Татья­на Бур­мист­ро­ва Сă­вап­лă Ту­рă амă­шĕн Шем­шер­ти Ус­пе­ни чир­кĕ­вĕн ис­то­ри­йĕ­пе пал­лаш­тар­чĕ, Ма­рия Та­ра­со­вă­па Ан­на Мих­но В­ла­ди­мир çу­лĕ пир­ки, Ни­ки­та Уда­лов (Кÿ­кеç­ри 1-­мĕш шкул) Иа­кинф ат­те çул çÿ­ре­вĕ­пе çы­хăн­нă пал­лă вы­рăн­сем çин­чен ка­ла­са па­чĕç.

Татья­на Ма­йо­ро­ва

(Тăван Ен №35, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости