Адреналин шыраса – вăрра?

Ачасем «хĕрÿ туйăм» çитменлĕхне саплаштарса полици аллине çакланаççĕ

Ачи-пăчи юрăхсăр ĕç тунăран ашшĕ-амăшĕн пите хĕретес мар тесен мĕн тумалла-ши? Е çитĕннисем, тĕпренчĕкĕсем çинчен мансах, «симĕс çĕлен» авăрне лексен тата? Çакăн пек тĕслĕхсене сирес тесе тимлеç​çĕ те çул çитменнисемпе ĕç​лекен специалистсем. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрса тĕрĕс çултан пăрăнма ан паччăр, çемье институчĕ çирĕпленсе пытăр, закон чаракĕ урлă ярса пусакансем хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланса илччĕр – çак тĕллевсене тытса пырать те çул çитменнисемпе ĕç​лекен комисси. Çак кунсенче унăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Лавккаран йăкăртса тухнă

Тутаркасси ял тăрăхĕнче пурăнакан 16 çулти Н.-а мĕн çитмен-ши? Шкулта вĕреннĕ вăхăтра лайăх енчен кăна палăрнăскер, ирĕклĕ мелпе кĕрешес енпе иртекен ăмăртусенче пĕрре мар пьедестал çине хăпарма тивĕç​нĕскер, техникума вĕренме кĕрсен хăйне ирĕклĕрех туйма пуç​ланă-ши? Е ăна юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăлласа ĕмĕтне пурнăç​ласси ют япалана вăрлама хистенĕ? Пĕр çуллахи кун юлташĕпе иккĕшĕ Канашри лавккана кĕрсе вăрттăн икĕ комплект наушник вăрласа тухаç​çĕ. Йÿннине те мар, пĕри 800 тенке яхăн тăнă. Анчах кирек мĕнле ирсĕр ĕç те çиеле тухатех – çамрăксен сăтăрне полици тăрă шыв çине кăларать. Н.-ăн аслă юлташне суд 6 уйăх ĕç​лесе тÿрленме йышăну кăларнă, 16-ри каччăна вара, усал ĕç​ре халиччен палăрманнине кура, çулталăк хушши амăшĕ тĕрĕслесе, асăрхаса тăрĕ.

Усал ĕç тунă арçын ачаран ăна кукăр çул çине тăма мĕн хистенине ыйтса пĕлме шухăшларĕç комисси членĕсем. «Адреналин», – пĕлтерчĕ çамрăк нумай шухăшласа тăнă хыç​çăн. «Адреналина спорт ăмăртăвĕсенче илмелле», – сĕнÿ пачĕ комисси председателĕ Сергей Ванюшкин. Арçын ачан амăшĕ те ывăлĕ çапла хăтланасса кĕтмен. «Инкек çитрĕ. Кун пек пуласса шухăшламан», – тет вăл хаш сывласа. Каччă юлашкинчен айăпне ăнланса илсе тÿрленме сăмах пачĕ. Анчах сăмахĕсем чĕреренех тухрĕç-ши? Питĕ шанас килет…

«Симĕс çĕленпе» туслă

Комисси пăхса тухнă тепĕр çемье те Тутаркасси тăрăхĕнченех. Пĕр хуçалăхра дояркăра вăй хуракан хĕрарăм ачисене лайăхах пăхманнипе палăрнă. 3 ача амăшĕ эрехне те тиркемест: хушăран сипленкелесен те каллех аллине черкке еннелле тăсать. Унăн вăталăх ывăлĕ шкулти занятисене нумай сиктернĕ. 6-мĕш класра вĕренекен арçын ача пĕрремĕш чĕрĕкре 30 кун сăлтавсăр шкула кайман, 2-мĕшĕнче – 18 кун. Арçын ача вĕренÿре ĕлкĕреймест, учительсене итлемест, пирусне те тиркемест иккен. Алăран вĕçерĕннĕ ача ашшĕ-амăшне те хисеплемест, амăшĕн те алли усăннă. Çемье учетра тăрать.

Атайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăм вара çул çитмен 2 ачи умĕнчех эрех ĕç​се ларнă. Усал йăларан хăтăлас тĕллевпе темиçе хутчен те сипленме пуç​ланăскер, хаяр шĕвекрен вĕç​не çитиех хăтăлса пĕтме мехел çитереймен. Кăшт вăхăт иртсенех алли каллех черкке еннелле тăсăлать иккен. Хут уйăрман мăшăрĕпе час-часах хирĕçÿ сиксе тухнине палăртса хăварчĕ вырăнти участковăй. Шар кураканĕсем вара – çул çитмен ачисем. Çемьери лару-тăру хĕрарăмăн «мăшăрĕпе» 12 çулти хĕрача пĕр чĕлхе тупайманнипе кăткăсланать. Кил-йыша асăрхаса тăма йышăнчĕç комисси членĕсем.

Тутаркасси тăрăхĕнче пурăнакан тепĕр 3 ача амăшĕ те ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăраймасть. Мăшăрĕ пурнăç​ран уйрăлса кайсан унăн та аллисем усăннă, 15-ри хĕрĕ вара малалла хăй тĕллĕнех çитĕннĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче вĕренекенскер, социаллă сетьре хăйĕн çинчен япăх çырнă хĕрачана тытса хĕненĕ. Хĕрачана учета илчĕç, çемьене асăрхаса тăма йышăнчĕç, штраф çырса пачĕç.

Кашни çемье – кашни хăйне уйрăм шăпа. Хăйне кăна пырса тивекен йывăрлăхсене вĕсенчен чылайăшĕ влаç хутшăнăвĕсĕр татса пама пултарайманнишĕн чăннипех те шел.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости