Акатуй кĕрлерĕ Янăш ялĕнче

Чăвашсен авалхи йăлипе çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Акатуй ирттерет. Янăш ял тăрăхĕ уява тĕплĕн хатĕрленни уçланка çитсенех курăнчĕ. 17 ял тăрăхĕ те «Ял картишĕсене» йĕркеленĕ. Вĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Дмитриев сумлă хăнасене те тĕплĕн паллаштарчĕ. Янăш ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем – вĕсене чи малтан çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Вĕсен мотоциклĕ те тапранса кайма хатĕр тăрать. Çăлкуç шывĕ валашка тăрăх юхса пĕчĕк пĕвене пухăнать. «Хурĕсем» пĕве хĕрринче ларатчĕç…

Çĕнъял ял тăрăхĕн картишне ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Татьяна Моткина тăрăшнипе йĕркеленĕ. Чăваш тумĕсем те капăр. Çĕнъял чиркĕвĕн историне сăнласа паракан стендсем те пур. Çырмапуç ял тăрăхĕнче «Кукамай, хĕрĕ тата мăнукĕн ĕçĕсем» куравпа паллашма май килчĕ. Тутаркасси ял тăрăх «килĕнче» «Таса ялта – таса чун», «Пирĕн кил – çут çанталăк», Котеркасси, Толикасси т. ыт. ял историйĕсемпе паллаштаракан стендсем курма май пулчĕ. Нумай çул пĕрле пурăнакансене, ылтăн туя паллă тунă мăшăрсене халалланă стенд та кăсăклăччĕ. Шемшер ял тăрăхĕн «пуянлăхĕпе» хăнасене Калиса Павлова паллаштарчĕ. Шемшер ял историне халлаланă стенд та, унăн шăнкăравĕсен куравĕ те нумайлăха асра юлчĕ. Ишлей ял тăрăхĕн хапхи çине «Аçу-аннÿ пур чухне вĕренсе юл», – тесе çырнă. Çак сăмахсене тĕпе хурса «4 ăру ĕçĕсем» курав йĕркеленĕ. Çĕньял-Чурачăкри пикесем пиçиххи çыхаççĕ. Вĕсем ал ĕçне асламăшĕнчен, Зинаида Демьяновăран, вĕренсе юлнă. Халĕ амăшĕ, Людмила Шамбина, малалла тăрăшать. Хĕрĕ Алена Яковлева тата икĕ мăнукĕ Дарьяпа Александра çавăн пекех çыхса, тĕрлесе арча, картинăсем ăсталанă. Маншăн чи тĕлĕнмелли «Акатуй- 2017» шăккалат пулчĕ. Ăна Анастасия Купранова хатĕрленĕ. Ишлейсем пылак çимĕçе хаклă хăнасене парнелерĕç. Çĕнъял-Покровски ял тăрăхĕн те мăнаçланмалли çук мар. Кивпулăхри Елизавета Григорьева эрешлесе хатĕрленĕ çăм калушсене урăх ниçта та кураймăн. Хăнасем çемçе çăмха çиппине тытса пăхмасăр иртмерĕç. Ял картишĕнче тĕрлĕ «выльăх-чĕрлĕх» кĕлеткисем те курăмлă вырăн йышăнчĕç. Чăрăшкасси ял тăрăхĕ пуян стедсемсĕр пуçне вырăнти фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе те ят-сумне хăпартрĕ. Ишек ял тăрăхĕн сĕтелĕ те тулличчĕ. Кĕлчечеклĕ картинăсене Раиса Лазарева ăсталанă. Кÿкеç ял тăрăхĕнче авалхи япала нумай – пир тĕртмелли станок, хăмăт, çăпата, ал арманĕ…

Лапсар ял тăрăхĕ куракана тĕрри-эрешĕпе, çыхнă карçинккасемпе тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен куравĕнче кивĕ патефон та пурччĕ. Ойкасри Анастасия Алексеева ертсе пыракан «Плетенка» кружока çÿрекенсем ал ĕçĕсем тата Надежда Дьячкова бисерпа илемлетнĕ картинăсем питĕ илемлĕччĕ. Атайкасси ял тăрăхĕнчи Алексей Смирнов пĕчĕк кĕлеткесенчен ял пурнăçне сăнлакан «Чăваш ялĕнчи пурнăç кĕвви» композици хатĕрленĕ. Кашни кĕлетки, пÿрт-çурчĕ хăй вырăнĕнче. Кăшавăш ял тăрăхĕн хĕрĕсем – чăн-чăн «чечексем». Вĕсем тĕрĕллĕ кĕпесемпе хăнасене кĕтсе илсе вĕсен кăмăлне татах хăпартрĕç, çĕнĕ çĕр улмипе хăналарĕç. Сĕтел çинчи чăваш тумĕллĕ пуканесене Регина Чернова ăсталанă. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн ял картишĕн икĕ енĕпе кивĕ урапасенчен ăсталанă «пикесем» катаранах курăнаççĕ. Çамрăк ÿнерçĕ Кристина Семенова ÿнер ĕçне Ева хĕрне те вĕрентет. 3 çулти хĕрача, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа тăрăшсах шур хута сăрлать. Вĕсем, тетĕшĕн Вячеслав Семенов ÿнерçĕн ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Станъялти Ксения Майорова Экологи çулталăкне халалласа çĕленĕ шурă кĕпепе акăш евĕр курăнчĕ, илемĕпе илĕртрĕ. Хуранти шаркку та тутлăччĕ.

Сарапакасси ял тăрăхĕ хăнасене сăрапа, хуран куклипе кĕтсе илчĕ. «Карчăкпа старик мăнукĕсене тытса лараççĕ» композицие Ольга Герасимова, Людмила Платонова тата Светлана Толстова хатĕрленĕ. Апаш ял тăрăхĕн картишне кĕрсессĕн сувенирсем кăна мар, ытти те тĕлĕнтерчĕ. Лидия Николаевăпа 3-мĕш класа каякан Софья Игнатьева куç умĕнчех сĕтел хушшинче чăваш хушпăвĕсене ăсталаса ларчĕç. Шĕнерпуç ял тăрăхĕ хăнасене юрăпа кĕтсе илчĕ. Чи пысăк илемлĕ пукане кунта хăйĕн пÿлĕмĕнче хăнасене кĕтсе ларатчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости