Аслă Раççей пурне те пĕрлештерчĕ!

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршыв патшалăхшăн пĕлтерĕшлĕ уява – Раççей кунне – паллă тăвать. Ку – Раççей патшалăхĕн чи çамрăк уявĕсенчен пĕри. 2002 çулччен çак кун Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун шутланнă. Раççей Конституцийĕ тата унăн саккунĕсем РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ документ никĕсне выртнă.

Паян вара патриотизм туйăмĕпе витернĕ Раççей кунĕ халăх пĕрлĕхĕн, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн яваплăха туйнин палли пулса тăрать. Ку вăл – ирĕклĕх, халăхсен туслăхĕн уявĕ. Çак кун çĕршывăн кашни кĕтесĕнчех Раççей гимне янраттарса, ялавне вĕлкĕштерсе савăнăçлă мероприятисем иртеççĕ. Кремльте Раççей Президенчĕ патшалăх премийĕсене валеçет, тĕп уяв иртекен Мускаври Хĕрлĕ площадьре вара Раççей кунĕн ячĕпе салют параççĕ.

Кăçал Шупашкарта пуçласа Раççей халăхĕсен туслăхĕн парачĕ иртĕ. Çирĕм наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем кăнтăрлачченхи 11 сехет çурăра Республика площадĕнчен пуçласа шăп уяв пуçланнă тĕле Ленинград урамĕпе Хĕрлĕ тÿремри тĕп сцена патне утса çитĕç. «Раççей халăхĕсен туслăх парачĕ» акци çак кун çĕршывăн вăтăр регионĕнче иртет. Каçхине вара çамрăксене хаваслă дискотека кĕтет.

Ĕнер Кÿкеçри Бичурин садĕнче Раççей кунне халалласа «Русь, Россия, родина моя» литература флешмобĕ иртрĕ. Унта районти библотекарьсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем çак уяв историйĕпе паллаштарчĕç. Юрă-кĕвĕ тăхтавĕ хыççăн Раççее халалланă сăвă йĕркисене илемлĕн вуларĕç.

Аслă Раççей, Чăваш çĕршывĕ… Мĕнлерех-ши вăл ют çĕршывран куçса килсе кунта тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх çыннисен куçĕпе?

Вардан КАЗАРЯН, армян:

– Арменирен Раççее куçса килнĕренпе 25 çула яхăн иртрĕ. Малтан хам пĕчченех килтĕм, çулталăкран çемьене те куçартăм. Тăвансем патĕнче хăнара Америкăра та, Европăра та пулса курма май килчĕ, çапах та Раççей маншăн пуринчен хăтлăраххи пулчĕ. Çуралнă киле кайсан та 10 кунтан ытла пурăнаймастăп, чун каялла Чăваш çĕрнех туртать. Мускав та мар, Европа хулисем те мар, маншăн чи çывăххи – Шупашкар. 1993 çултанпа ĕçлесе çемьепе 2 столовăй уçма вăй çитертĕмĕр. Ирхи 4 сехетре тăрса çĕрлечченех вăй хуни асра, халĕ те ĕç кунĕ ирхи 5 сехетре тытăнать. Вăй хурсан, тăрăшса ĕçлесен кирек кам та пурăнма пултарать, çавăнпа ĕçрен пăрăнмастпăр та. Чăваш Енре вара предприниматель ĕçне-хĕлне аталантарма майсем чăннипех те пур.

Павел МИОКОВ, украинец:

– 2015 çулта Украинăри Луганск облаçĕнчен Раççее çемьепе куçса килтĕм. Халĕ Тутаркассинчи «Атлашевский» ООО СХКра ÿсен-тăран ÿстерекен пулса ĕçлетĕп, мăшăр та кунтах тăрăшать. Хуçалăх хваттерпе тивĕçтерни те пирĕншĕн çăмăллăх пулчĕ. Ача вырăнти ача садне çÿрет. Раççей гражданинĕн паспортне алла илсен çемье йышне ÿстерес шухăш та пур.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости