Виçĕ танкист

Иртнĕ вырсарникун Раççей Çарĕ Танкистсен кунне 70-мĕш хут паллă турĕ. Çак уява СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1946 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче йышăннă указĕ тăрăх сентябрь уйăхĕн 2-мĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Уява Совет Çарĕн бронетехника чаçĕсем фашистла Германипе Япони милитарисчĕсене çĕнтернине халалланă. Çакă – танксене шăратса кăларакансен ĕçне тивĕçлипе хакланин палли.

Чи пĕрремĕш танка Хĕрлĕ Çар валли 1920 çулта Сормово рабочийĕсем ăсталанă. Ăна «Борец за свободу тов. Ленин» ят панă. Вăл ку вăхăтри Раççей танкĕсен мăн аслашшĕ шутланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çарăн БТ, Т-26, КВ тата Т-34 маркăллă танкĕсен экипажĕсем фашистла Германи çарĕсене аркатнă çĕрте нумай палăрнă. Танк Çарĕсен командующийĕсен ячĕсем историре ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.

Танк çарĕсем хальхи вăхăтра та Типçĕр çинчи çарсен тĕп вăйĕсем пулса тăраççĕ. Танк Çарĕсен ретĕнче Атăлъял ялĕнчен паянхи кун тĕлне виççĕн хĕсметре пулнине палăртма май килчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тăнă вăхăтра танкист пулса çĕршыва хÿтĕленĕ.

Михаил Сазонова Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăнах, 1975 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче, Совет Çар ретне илеççĕ. Вăл Германири Гроссенхайн хули çывăхĕнче вырнаçнă вĕрентÿ центрне лекет. Унта Т-62 маркăллă танка хăнăхать, çÿреме, пеме вĕренет. Танк авăрлакан наводчик профессийĕсене алла илсе техобслуживани командирĕ пулса тăрать. 1-мĕш Танк Çарĕсен Г.И. Котовский ячĕпе хисепленекен 70-мĕш полкĕнче 1977 çулхи çуркуннечченех хуралта тăрать вăл. Танк экипажĕпе, полкпа пĕрле Магдебург, Альтенграбов, Ютербог, Либерозе хулисен çывăхĕнчи çар полигонĕсенче ирттернĕ ученисенче ăсталăхне туптать. Малалла çар тивĕçне Германи çĕрĕ çинче Ракета Çарĕсен ретĕнче 7 çул çурă прапорщик званийĕнче пурнăçлать. Тăван çĕршыва 32 çул тивĕçлĕн хÿтĕлесе аслă прапорщик тивĕçлĕ канăва тухнă. Михаил Сазонов «За безупречную службу» 1, 2, 3 степень медалĕсене тата ытти юбилейлă наградăна тивĕçнĕ.

Виктор Волков çар тивĕçне Германи çĕрĕ çинче танк наводчикĕнче 1975-1977 çулсенче пурнăçланă. Вăл Альтенграбов хулинче пулнă. Танк асăннă полигонсенчен пĕринче, ятарласа çĕр чавса тарăнлатнă компонирта ларать. Сăмах май, çар тивĕçне кĕркуннехи 1984-1986 çулсенче Германири Хагенов хули çывăхĕнчи полкра минометчиксен 1-мĕш батарейинче пурнăçланă вăхăтра, Магдебург полигонĕнче артиллеристсен ученийĕнче пулма мана та тÿр килнĕччĕ. Виктор Волков çарта лайăх кăтартусем тунăшăн яла кĕске отпуска та килсе кайнă. Шел те, вăл иртнĕ çул пирĕнтен, мăшăрĕпе ывăлĕсенчен чире пула ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Кăçал Шупашкарти техникумран вĕренсе тухнă техник-механик Станислав Прокопьев диплома алла илнĕ хыççăн эрне те иртмерĕ – çар ретне тăма ят тухрĕ. Çамрăк каччă Владимир облаçĕнчи Коврово хули çывăхĕнчи Пакино салинче вырнаçнă танк çарĕсен кĕçĕн специалистсене хатĕрлекен вĕрентÿ центрне лекнĕ. Ача чухнех йывăçран касса танк ăсталанă каччăна шăпах çакăнта лекме тивнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. «Вĕрентÿ центрĕнчи 1-мĕш ротăри, 1-мĕш взводри салтаксенчен 15-шĕ республикăн тĕрлĕ районĕнчи чăваш каччисем. Вĕсем Т-80 маркăллă танкпа çÿреме вĕренеççĕ. Станислав танксен пулас водитель-механикĕ», – мăнаçланаççĕ ывăлĕпе Çар присягине тытнă çĕрте пулнă Алина Прокопьевăпа Сергей Иванов. «Полигонта танкпа чупма машинăран та çăмăлрах», – тесе пĕлтернĕ вăл килтисене. Вĕсем автоматпа та пенĕ, танк айĕнчен шуса тухса граната та ывăтнă. Вĕрентÿ центрĕ хыççăн кĕçĕн специалистсене октябрь уйăхĕн вĕçĕнче тĕрлĕ çар чаçĕсене ăсатаççĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости