Вут тухсан куççульпе сÿнтереймĕн

«Хĕмрен хĕрĕх яла вут тивнĕ», – тет халăх каларăшĕ. Çапла, пĕчĕк вут-çулăмран та пысăк пушар тухма пултарать. Вăл вара хăйĕн хыççăн хура кĕл кăна хăварть.

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар районĕнче кăçалхи пилĕк уйăхра 33 пушар тухнă, вĕсенче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, пĕри суранланнă. «Хĕрлĕ автан» ытларах Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче ташланă, унта вут-çулăм 5 хут алхаснă, Çĕньял ял тăрăхĕнче – 4 пушар. Апаш, Шемшер, Атайкасси ял тăрăхĕсенче вут-çулăм тухман. Пушара пула çын пурлăхĕ çунса кĕлленнĕ, сăтăр 6004520 тенкĕпе танлашать. Çĕньял тата Янăш ял тăрăхĕсенчи пушарсенче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, Ишлейри инкекре пĕр çын суранланнă.

Вут-çулăм мĕнле сăлтавпа тухнă-ха? Кăмакасене тата тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарассипе тата усă курассипе çыхăннă правилăсене пăснипе пушар 10 хут алхаснă. Акă майăн 28-мĕшĕнче Карачура çумĕнчи «Нива» сад юлташлăхĕнче дача çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Мунчана çуртпа юнашар вырнаçтарни паллă. Каçхи 18 сехетре кăмака çумĕнчи стена çунма пуçланă. Вут-çулăмпа виçĕ пушар техники кĕрешнĕ. Ятарласа тивертнипе тухнă пушарсен шучĕ ÿссех пырать. Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юри тивертнин сăлтавĕпе 3 хут «хĕрлĕ автан» ташланă пулсан, кăçалхи çак тапхăрта 8! хут вут-çулăм алхаснă.

Акă майăн 23-мĕшĕнче Хыркассинче ятарласа тивертнипе пĕтĕм хуçалăх – йывăç çурт, веранда, кĕлет, вите, вутă лупасĕ, карта, ултă чăх, ултă сурăх – пур пурлăх – çунса кайнă. Пушар каçпа 22 сехет иртсен пуçланнă. Пушар машинисем çитнĕ тĕле вут-çулăм пĕтĕм хуралтăна ярса илме ĕлкĕрнĕ. Унпа Тутаркассинчен, Шупашкартан тата Кÿкеçрен çитнĕ виçĕ пушар техники кĕрешнĕ. РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн аслă инспекторĕ Олег Порфирьев пĕлтернĕ тăрăх, вут тĕртнин сăлтавне пушар лабораторийĕ те çирĕплетнĕ. Вут-çулăм вучахĕ вут-шанкă упраннă йывăç пĕренеллĕ хуралтăра пулнă, унта бензин йăсĕсене (пары) тупса палăртнă. Кил хуçи çулăм хăвăрт сарăлнине пула килтен документсене илсе чупса тухма кăна ĕлкĕрнĕ.

Электрооборудование усă курассипе çыхăннă правилăсене пăснипе тухнă пушарсен шучĕ те сахал мар. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак сăлтава пула 7 хут вут-çулăм алхаснă. Акă Сарапакассинче апрелĕн 23-мĕшĕнче электропроводка хĕм сапнипе çулăм тухнă. Йывăç çурт, веранда, пурлăх çунса кĕлленнĕ, пушарнăйсем витене кăна сыхласа хăварма пултарнă. Мартăн 2-мĕшĕнче Вăрманкассинче пулнă пушар вара пирус туртнă чухнехи асăрханусăрлăх сăлтавĕпе çыхăннă. Транспорт хатĕрĕсене вырнаçтарассипе тата усă курассипе çыхăннă правилăсене пăснипе 3 хут вут-çулăм тухнă, çулăмпа асăрханусăр пулнипе –1.

Шута илме

Вут-çулăм хăрушлăхĕнче пĕрлехи çăлав службипе 112 телефон номерĕпе çыхăнмалла.

Васкавлă службăсене сотовый телефонпа шăнкăравламалли номерсем пур операторшăн та пĕр пек: 101 – пушар хуралĕ, 102 – полици, 103 – васкавлă пулăшу, 104 – газ сечĕсен авари служби.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости