Ву​ла​вăш – 60 çул​та

Де​каб​рĕн 23-​мĕ​шĕн​че Мăн Кив​пу​лăх ялĕн​че пу​рă​на​кан​сем​шĕн пал​лă кун пул​чĕ, ял​ти биб​лио​те​ка кун çу​ти кур​нă​ран​па 60 çул çит​рĕ.

Пу​хăн​ни​се​не чи мал​та​нах Ю.П. Га​ни​на биб​лио​те​карь ву​ла​вăш ис​то​ри​йĕ​пе пал​лаш​тар​чĕ, кун​та тĕр​лĕ çул​та вăй ху​нă çын​сем çин​чен тĕп​лĕн ка​ла​са па​чĕ. Паян​хи кун биб​лио​те​ка çÿ​лĕ​кĕ​сем çин​че 7 пин ыт​ла кĕ​не​ке, тĕр​лĕ ха​çат-​жур​нал уп​ра​нать.

Ис​то​ри​рен çа​кă ку​рă​нать – 1954 çул​та биб​лио​те​ка уçăл​нă. Вăл вă​хăт​ра кĕ​не​ке​сем кол​хоз прав​ле​ни​йĕн​че шкап​ра уп​ран​нă. 1962 çул​та çĕ​нĕ биб​лио​те​ка ту​са лар​таççĕ. К.Д. Ма​ри​но​ва кун​та 7 çул вăй ху​рать, кай​ран ăна ял совет пред​се​да​тель​не суй​лаççĕ, ун​тан – кол​хоз пред​се​да​тель​не. Ти​вĕç­лĕ ка​нă​ва тух​сан те​пĕр 3 çул ву​ла​вăш​ра вăй ху​рать вăл.

Ĕç ве​те​ра​нĕ Р.В. Еф​ре​мо​ва çак ву​ла​вăш​ра 5 çул ĕçле​нĕ. Тĕр​лĕ йы​вăр​лăх​па тĕл пул​нă пу​лин те юрат​нă ĕçне пă​рах​ман. Ком​со​мол ор​га​ни​за​ци​йĕн сек​ре​та​рĕ пул​нă май унăн ыт​ла​рах çам​рăк​сем​пе ĕçле​ме лек​нĕ. 700 кĕ​не​ке​рен тă​ра​кан биб​лио​те​ка куçса çÿ​ре​нĕ, кĕ​не​ке​се​не Çĕньял-Пок​ровс​ки, Пар​хи​кас​си, Яран​кас​си ву​ла​ка​нĕ​сем пат​не çи​тер​мел​ле пул​нă. Ун чух​не ву​ла​кан​сем те ну​май пул​нă.

Т.А. Алае​ва та кун​та 5 çул вăй ху​нă. Клуб ĕç­че​нĕ​сем яла​нах пĕр-​пĕ​рин​пе ки​лĕш​тер​се, пĕр-​пĕр​не пу​лăш​са ĕç­ле​нĕ. Р.Е. Ло​ба​но​ва та биб​лио​те​кă​ра 10 çул вăй ху​нă, шел, вăл пи​рĕн​тен уй​рăл​са кай​нă. Пу​рин​чен те ыт​ла​рах ву​ла​вăш​ра М.В. Ива​но​ва вăй ху​нă. Шăп та лăп 14 çул. Çак вă​хăт​ра çурт​ра юсав ĕçĕ​сем ирт​те​реççĕ, ял​ти плат​ник кĕ​не​ке уп​ра​мал​ли стел​лаж​сем ăс​та​ла​са па​рать. Мач​чи​пе урай​не сăр​ла​са биб​лио​те​кă​на çĕ​нĕ сĕм кĕр​теç­çĕ.

Биб​лио​те​ка 60 çул тул​тар​ни​не ха​лал​ла​нă уяв​ра шкул ачи​сем хăй​сен пул​та​ру​лă​хĕ​пе са​вăн​тар​чĕç. Пар​хи​кас​си ял биб​лио​те​кин ер​тÿ​çи Г.П. Мо​ча​ло​ва ăшă сă​мах​сем ка​ла​рĕ. Ме​ди​ци​на ĕçче​нĕ​сем са​лам​ла​са пар​не​сем па​чĕç. Ял тă​рăх пуçлăхĕн çу​мĕ Е.А. Смир​но​ва сте​на çи​не çак​мал​ли се​хет пар​не​ле​рĕ.

Пу​хăн​ни​сем уяв​па кă​мăл​лă юл​чĕç. Пĕр-​пĕ​рин​пе кур​нăç­са ка​лаç­ни кă​на мĕ​не тă​рать! Ву​ла​кан​сен​чен чи ват​ти​сен​чен пĕ​ри – 80 çул​тан ирт​нĕ Н.И. За​ха​ров вы​рăс​ла ву​ла​ма кă​мăл​лать, 76-​ри З.Е. По​по​ва ва​ра – чă​ваш​ла. Кĕ​не​ке ту​сĕ​сен йы​шĕн​че – Т.А. Ка​за​ко​ва, Л.Ф. На​та​ро​ва, М.И. Шур​ки​на, З.С. Ки​рил​ло​ва та​та ыт​ти​сем.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости