Выляса канаççĕ тăрăнсем!

Тăрăнти шкул спорт залĕ пĕр самант та пушă тăмасть. Кăнтăрла – вĕренекенсем, каçхине çамрăксем пухăнса тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрленеççĕ кунта. Хальхинче вырăнти хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленипе амăшĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем, хĕр-туссем волейбол турнирĕ ирттерчĕç.

Вăрманкас, Мăнçурт, Лепетер, Шинер ялĕсенчен килнĕ спортсменсем икĕ командăна пайланчĕç: «Туруново-1» тата «Туруново-2». Кĕçех Чăрăшкасси команди те çитрĕ. Вылякансем хĕрÿлĕхпе тĕлĕнтерчĕç. Каласа кăтартни çителĕксĕр: вĕсемпе пĕрле «чирлемелле». Мечĕке виçĕ-тăватă минут таран пĕр ÿкермесĕр вылянă самант темиçе те пулчĕ. «Маттур! Маттур!» – кăшкăрнă сасă самайччен янăрарĕ залра. Владимир Петров судья ентешĕсен вăййине тĕрĕс йĕркелесе пычĕ. Сăмах май, вăл волейболла ăста вылять. Пĕтĕмĕшле очко шучĕпе «Туруново-2» виççĕмĕш вырăна тухрĕ, чăрăшкассисем иккĕмĕш пулчĕç. Вăйă «Туруново-1» команда (йышра Венера Спиридонова, Лина Семенова, Светлана Плетос, Лидия Комарова, Наталия Костина, Светлана Вячеславова, Алена Куркова) çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. Пурне те хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен хушшинче культура, медицина ĕçченĕсем, сутуçăсем, персонал менеджерĕсем, хуçалăх ĕçченĕсем, килте пĕчĕк ачисене пăхакан амăшĕсем… Вĕсем спорт мероприятийĕсене хутшăнма кирек хăçан та вăхăт тупаççĕ. Чăрăшкасси ял тăрăх администрацийĕ тата шкул, вырăнти депутатсем вĕсене çапла майпа канма тăтăшах май туса параççĕ.

Антонина Ефимова, Вăрманкас-Тăрăн ял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости