Вăхăтра тÿлемен – штраф

«Жемчужина Чувашии» ОООра çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă законодательствăна пурнăçлани тĕлĕшĕпе ирттернĕ тĕрĕслев «Тăван тавралăха упрасси çинчен» федераци законĕ ыйтнине пăснине тупса палăртнă. Çак федераци законĕн 16.4 статйипе килĕшÿллĕн тавралăха варалакан япаласене предприятирен кăларнăшăн тата вĕсене пăрахнăшăн Раççей Федерацийĕн бюджет законодательствипе килĕшÿллĕн тÿлев валли укçа-тенкĕ пăхса хумалла. Тăван тавралăха сиен кÿнĕшĕн укçа тÿлемелли отчетлă тапхăр çулталăкпа танлашать. Тÿлеве ун хыççăнхи тепĕр çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитермелле.

«Жемчужина Чувашии» ООО 2016 çулта тăван тавралăха сиен кÿнĕшĕн патшалăх хыснине хывмалли укçана закон ыйтнине пăсса 2017 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче кăна тÿленĕ. Çакăн пирки Шупашкар район прокуратури пĕлтерет. «Жемчужина Чувашии» ООО ертÿçи тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснăшăн РФ КоАПĕн 8.41 статйипе ĕç пуçарнă, представлени тăратнă. Материалсене ЧР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствине пăхса тухма ярса пăнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости