Гранит плита çинчи ятсем…

Никам та манăçман, нимĕн те манăçман…

Июнĕн 22-мĕшĕ – вăрçă пуçланнă кун, Астăвăмпа хурлану кунĕ. 76 çул каялла вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем. Вĕсем мĕн чухлĕ хуйхă-суйхă, асап-нуша, çухату кÿни манăçмĕ.

Вăрçă пырса тивмен çемье юлман-тăр пирĕн çĕршывра. Кашни килтех кам та пулин фронтра çапăçнă, хăш-пĕр çемьерен вара виççĕн, тăваттăн е ытларах та вăрçă хирне тухса кайнă, нумайăшĕ каялла таврăнайман.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре Германи çарĕсем СССР чикки урлă каçнă, 5 сехет çурăра Адольф Гитлер Виççĕмĕш Рейх Совет çарне хирĕç вăрçăпа тухнине пĕлтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1418 кунпа çĕре тăсăлнă. Фашистсем 1710 хулана, 70 пин ытла ял-салана, 32 пин заводпа фабрикăна çĕрпе танлаштарнă. Мĕн чухлĕ çын вилнĕ çав хаяр та тискер вăрçăра! Статистика кăтартăвĕсем чуна çÿçентереççĕ – çĕршыв 26 млн ытла çынна çухатнă, вĕсенчен çурри – мирлĕ халăх. Вăрçа хутшăннă тăванĕсем паттăрла пуç хуни е хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çырусем миçе çемье пурнăçне, ĕмĕтне татман пуль!

Ют çĕршывсем Совет çарĕ тăшмат вăй-хăватне хирĕç тăраймасăр парăнасса кĕтнĕ. Анчах вĕсем шухăшлани тÿрре тухман. «Пĕтĕмпех фронта валли! Пурте – çĕнтерÿшĕн!» девиз пурне те пĕр чăмăра пĕтĕçтернĕ, çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен салтаксен паттăрлăхĕ çулсем иртсен те манăçа тухмасть.

Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче иртекен Асăнупа хурлану кунне халалланă митингсене çак кун пин-пин çын хутшăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечексем хунă. Кÿкеçри Паллă мар салтак палăкĕ умĕнче те митинг халăха йышлă пуçтарчĕ. Çĕнĕ Шупашкар тытăмне кĕнĕ 13 ял çыннисем вара кашни çулах июнĕн 22-мĕшĕнче Тутаркасси ял тăрăхĕнчи Урай Макаç ялĕнчи мемориал комплексне çитме тăрăшаççĕ. Валентин Павлов хăйĕн ашшĕне халланă гранит плита умне çывăх çыннин пысăклатнă сăн ÿкерчĕкĕпех килнĕ. Вăрçа хутшăннисен ячĕсене асра тытса лартнă палăк стени çинче вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех пуçне хунă ашшĕ шăллĕн ячĕ ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Йĕркипе ларакан 34 гранит плита çумне ĕнер тепри хушăнчĕ – ăна хаяр та тискер вăрçа хутшăннă тата тăван килĕсене таврăнайман 13 ял салтакĕсене халалланă.

Вăхăт шăвать, çул хыççăн çул иртет, пурнăçне шеллемесĕр вăрçăра çапăçнă кашни салтак ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрĕпех упрантăрччĕ.

Шута илме

«Бичурин тата хальхи самана» музейри информаци тăрăх, Шупашкар районĕнчен 15 пин ытла çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, 6481-шĕ каялла таврăнайман.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости