ГТО нормисене пурнăçланă!

Иртнĕ эрнере Кÿкеçри стадионра тата «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче 11-15 çулти каччăсемпе хĕрсем ГТО нормисене пурнăçларĕç. Республикăри III ГТО фестивалĕн финалне 11 команда хутшăнчĕ. Çуллахи фестиваль çĕнтерÿçин ятне Шупашкар район команди тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи шкул ачисем йышăнчĕç, 3-мĕшне – Канаш хулинчи вĕренекенсем. Фестивальте чи лайăх кăтартупа палăрнă команда йышĕнчен республика командине йĕркелĕç. Вăл Крымри «Артек» лагерьте Пĕтĕм Раççейри ГТО фестивальне хутшăнма хатĕрленет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости