Ентеше Тĕнче чемпионачĕ кĕтет

Икĕ эрне каялла Чехире иртнĕ Тĕнче кубокĕнче Татьяна Акимова лайăх кăтартусемпе пурне те тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Биатлонăн хальхи вăхăтри чи вăйлă йĕлтĕрçисене кая хăварса ылтăн медале çĕнсе илчĕ ентеш!

Тĕнче Кубокĕшĕн пынă ăмăртусем ентеш-спортсменшăн ăнăçлă иртрĕç – Чăваш Ен ятне çÿле çĕкленĕ спортсмен пин-пин çын шанăçне тÿрре кăларчĕ, 2 медале тивĕçрĕ.

Раççей биатлонĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Александр Касперович Тĕнче кубокĕн Чехире иртнĕ тапхăрĕнче Татьяна Акимовăн кăтартăвĕсене пысăк хак пачĕ. «Нове-Местора пирĕншĕн чăннипех те ăнăçлă тапхăр пулчĕ. Кунта Татьяна Акимова хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, икĕ медаль çĕнсе илнĕ хыççăн та масс-стартра пĕрле тупăшакансене парăнмарĕ. Акимова çĕнтерĕвĕ пирĕншĕн кĕтменлĕх пулмарĕ. Вăл малалла та аталанса пырасса шанатпăр», – Александр Касперовичăн çак сăмахĕсене илсе кăтартнă Раççей биатлонисчĕсен пĕрлешĕвĕн официаллă сайтĕнче.

Тренер Тĕнче чемпионатĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди умĕнче тăракан тĕллевсене те палăртнă: «Ĕçлемелли сахал мар. Эпир çакна пĕлетпĕр, Тĕнче кубокĕ хыççăн тĕп старта – Тĕнче чемпионатне – хатĕрленĕпĕр. Команда умĕнче лартнă тĕллевсене эпир пурнăçлама тăрăшăпăр. Чи малтанхи тĕллев – Тĕнче чемпионатĕнче ăнăçлă тупăшасси, май пур таран нумайрах медаль çĕнсе илесси. Иккĕмĕш тĕллев – хĕрарăм командин квотине тавăрасси. Виççĕмĕш – Корейăри Олимп вăййисен умĕнхи эрнере ăнăçлă тупăшасси».

Александр Касперович пĕлтернĕ тăрăх, Татьяна Акимова Ольга Подчуфарова, Ульяна Кайшева биатлонистсемпе пĕрле январĕн 2-мĕшĕнче Германире старт илекен Тĕнче кубокĕн январьти тапхăрне хутшăнĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости