Ирĕксĕрлеме юрамасть

— Мăнукăм пĕрремĕш класа çÿрет. Шкулта кирлĕ япаласем туянмашкăн вĕренме пуçланăранпа миçе хутчен укçа пуçтарчĕç ĕнтĕ… Çакнашкал ыйтни законлă мар тесе илтнĕччĕ, тĕрĕсех-и?

К. ШИШКИНА, Кÿкеç

Илья ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн пулăшуçи:

– Муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсенче ирĕксĕрлесе укçа-тенкĕ пуçтарни законлă мар. РФ Конституцийĕн 43-мĕш статйипе патшалăх тата муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле, вăтам професси пĕлĕвĕ тÿлевсĕр пулмалли пирки каланă. «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» федераци законĕнче вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн пĕлÿ илнĕ вăхăтра учебниксемпе тата вĕрентÿ пособийĕсемпе тÿлевсĕр усă курмалла. Шкулсем кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, пурлăхпа тивĕçтермелли пирки те каланă законра. Унта ашшĕ-
амăшĕнчен шкулта кирлĕ япаласем, калăпăр, ĕç тетрачĕсем, туянса памалли пирки асăнман. Çавăнпа та шкулсене, ача сачĕсене укçа-тенке ашшĕ-амăшĕн хăйĕн кăмăлĕ пур пулсан кăна памалла, кунашкал хистев пулмалла мар. Енчен те ирĕксĕрленĕ тĕслĕхсем пур тăк прокуратурăна евитлемелле, хыпарсене 2-12-02, 2-13-32 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.

Аслă ăру çыннисен йышĕ хушăнни – чи малтанах этем ĕмĕрĕ вăрăмланнин палли. Шупашкар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта вăхăтра пулăшу кÿрекен уйрăм пур. Вăл йывăрлăха лекнĕ, анчах Центра хăйсем тĕллĕн килеймен ватăсемпе инвалидсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости