Йошкар-Олана, унтан – Хусана

Пирĕн класра 25 вĕренекен. Сахалăн мар эпир, çапах та туслă пурăнма, вĕренÿре пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр.

Класс ертÿçи Нина Вениаминовна Нестерова пирĕншĕн анне пекех çывăх. Яланах пирĕнпе юнашар, тĕрлĕ канаш парать, пире тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Канмалли кунсенче Шупашкарти музейсене, кинотеатрсене каятпăр. Кĕрхи каникул вăхăтĕнче Йошкар-Ола хулине кайса куртăмăр, хĕллехи каникулта Хусана çитсе килесшĕн. Çакăн пек экскурсисене çÿрени тавракурăма аталантаратех. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан сахал мар: Мария Лукьянова, Анастасия Алексеева, Виктория Астапова, Владимир Белов, Дмитрий Геннадьев…

Ытти енĕпе пултаруллă вĕренекенсемпе те мухтанма пултаратпăр. Акă спортпа туслă Дарья Сергеева, шăнкăрав пек сасăллă Кира Степанова, сцена çинче артистран кая мар Елизавета Ивановăпа Марта Сибгатуллина пултарулăхĕпе районта çеç мар, республика шайĕнче те палăрма пуçларĕç. Шкулта иртекен уявсене тĕплĕн хатĕрленсе интереслĕ ирттерме тăрăшатпăр. Çĕнĕ çула мĕн тĕрлĕ тетте тумарăмăр-ши? Çулталăкри чи илемлĕ, чи хаваслă уяв пирĕн асăмăрта юлчĕ.

ЕЛИЗАВЕТА ИВАНОВА, МАРТА СИБГАТУЛЛИНА, 5-МĔШ КЛАСС

Вĕрентекене халалласа

Физкультура вĕрентекенĕ Михаил Юрьевич Яковлев йĕркеленипе ноябрь вĕçĕнче шкулта баскетболистсен иккĕмĕш турнирĕ иртрĕ. Ку ăмăртăва çак шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, пиртен вăхăтсăр уйрăлнă Юрий Валерьевич Артемьева халалланă.

Малтанхи кун шкул ачисем, тепĕр кун Юрий Валерьевичăн çывăх тусĕсемпе шкултан вĕренсе тухнисем ăмăртрĕç. Юрий Валерьевичăн çутă сăнарне эпир, вĕренекенсем, асран кăлармастпăр. Юратнă вĕрентекене асра тытни тата çакăн пек ăмăртусем ирттерни пире вĕренÿре те, спортра та çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Акă декабрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çăмăл атлетикăпа республика чемпионачĕ иртрĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Владислав Александровпа Елена Удалова унтан çĕнтерÿсемпе таврăнчĕç.

ЕКАТЕРИНА ИЛЬИНА, 9-МĔШ КЛАСС

Хĕлле те ишеççĕ

Урамра 20 градус сивĕ е унтан та ытларах пулать. Ку вăл пирĕн шкул ачисемшĕн ним те мар.

Шкул бассейнĕнче 30 градус ăшă, шăмпăлтатаççĕ, ишме вĕренеççĕ. Кунта пирĕн шкултанах вĕренсе тухнă Степан Валерьевич Васькин ĕçлет. 40-е яхăн вĕренекен çÿрет тренировкăсене – 2-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕш класс таран. Кашни кунах ирхине уроксем пуçланиччен 7 сехетрен пуçласа 8-ччен, уроксем хыççăн 13 сехетрен 14-ччен ишеççĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăна ĕçлемест Степан Валерьевич, ишме юратакансене ăмăртусенче çитĕнÿсем тăвассипе те хавхалантарать. Декабрь уйăхĕнче районта ишекенсен хушшинче ăмăрту иртрĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсем Айша Гималиевапа Илья Петров призерсем пулчĕç. «Ку вăл пирĕн малтанхи çитĕнÿсем кăна-ха. Ĕçлетпĕр, тăрăшатпăр», – тет Степан Валерьевич.

МАРИНА ПАВЛОВА, 9-МĔШ КЛАСС

«Çамрăк чĕлхеçĕсем»

Пирĕншĕн, вĕренекенсемшĕн, ноябрь тата декабрь уйăхĕсем хĕрÿ вăхăт. Район шайĕнче пур предметпа та иртекен олимпиадăна хутшăнса шкул чысне хÿтĕлесси çăмăлах мар.

Кашни кунхи уроксене хатĕрленнипе пĕрлех тарăн пĕлÿ илес тесен нумай вуламалла, хатĕрленмелле, унсăрăн çĕнтерÿ пирки калаçмалли те çук. Олимпиадăна хутшăнас умĕн кăна хатĕрленни çителĕксĕр. Çакна эпир лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та чăваш чĕлхи вĕрентекен И.А. Фомина ертсе пыракан «Çамрăк чĕлхеçĕсем» кружока хаваспах çÿретпĕр. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех тăван чĕлхепе тарăннăн паллашма тăрăшатпăр. Çитĕнÿсем вара куç умĕнчех. Акă декабрĕн 15-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиада иртрĕ. 10-мĕш, 8-мĕш классенче вĕренекен Олеся Абрамовăпа Анна Маслова 1-мĕш, 8-мĕш, 7-мĕш классенче вĕренекен Руслан Сергеевпа Дмитрий Абрамов 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрÿ вăхăт иртсе кайрĕ тесе шухăшламастпăр эпир. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче те нумай вуларăмăр, хатĕрлерĕмĕр.

АНАСТАСИЯ МАСЛОВА, 8-МĔШ КЛАСС

Пулас ăсчахсем?

Тренккасси шкулĕнче вĕренекенсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен наукăпа тĕпчев конкурсĕсене, тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ.

Ку çулхине те Валентина Ивановна Иванова, Ираида Аркадьевна Фомина вĕренекенĕсем «Первые шаги в науку» конференцие хутшăнчĕç. Математикăпа Дмитрий Абрамовпа Любовь Осипова, журналистика секцийĕнче Мария Павлова мала тухрĕç. Истори предметне юратса вĕренекенсем те Елена Николаевна Максимова ертсе пынипе кашни çулах университет ирттерекен «Великие сыны России» конкурса хутшăнма тăрăшаççĕ. 2013-2015 çулсенче Олеся Абрамова, Дмитрий Шмыков, Анна Маслова тĕпчев ĕçĕсемпе малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Вĕсен ĕçĕсем Чăваш патшалăх университечĕ кăларса тăракан «Великие сыны России: великая и забытая» кĕнекере пичетленме тивĕçлĕ пулаççĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Михаил Васильев «Защитники Москвы – уроженцы Чебоксарского района» ĕçĕпе призер пулса таврăнчĕ.

Эпир пултаруллă вĕренекенсемпе мухтанатпăр, вĕсем пуласлăхра паллă ăсчахсем пуласса шанатпăр.

ОЛЕСЯ АБРАМОВА, 10-МĔШ КЛАСС

Ватăсене савăнтаратпăр

Пирĕн шкул чылай çул ĕнтĕ Хыркассинчи ваттисен çурчĕпе туслă çыхăну тытать. Уявсенче асатте-асаннесене сăвă-юрăпа, ташăпа савăнтаратпăр. Питĕ хĕпĕртеççĕ вĕсем эпир пырсан, мăнукĕсене кĕтсе илнĕ пекех туяççĕ. Концерт хыççăн пĕрле ларса тутлă кукăль çиетпĕр. Уявсенче кăна мар, ĕçре те пĕрле эпир. Çуркунне пахча çимĕç лартма, çуллахи вăхăтра шăварма, çумлама пулăшатпăр. Кĕрхи пурлăха та пĕрлех пуçтарса кĕртетпĕр. Вĕсем патне çÿреме уйрăмах çуллахи ăшă кунсенче аван. Пахчари ĕçсене пĕтерсен уçă сывлăшра чей ĕçетпĕр. Ватăсем пире хăйсем çинчен каласа параççĕ, пирĕн вĕренÿпе интересленеççĕ – шăкăл-шăкăл калаçса ларма питĕ кăмăллă. Пирĕнпе чухне вĕсем хăйсене пĕччен туймаççĕ, чирĕсем çинчен те манаççĕ.

АНАСТАСИЯ АЛЕКСЕЕВА, 5-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости