Йытă ватăлчĕ

— Хваттерте пирĕнпе пĕрле нимĕç овчарки пурăнать. Вăл ватăлчĕ, 12 çулта ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра йытă апат япăх çиме пуçларĕ, куçĕсем начар курнăран сулăна-сулăна утать. Вăл чирлĕ мар-ши?

Николай НОВИКОВ, Кÿкеç

Алексей ХУНДИМИРОВ, выльăх тухтăрĕ:

– Сирĕн йыттăрăн ĕмĕрĕ вĕçленет пулас. Нимĕç тата кавказ овчаркисем вăтамран 10-13 çул пурăнаççĕ. Кăшт ирттерекеннисем те пур, паллах. Вĕсем 12 çул пурăнни этем 85 çул пурăннипе тан. Ăратсăр йытăсен ĕмĕрĕ вăрăмрах – 17-18 çул. Йытă ватăлса çитнĕ, унăн ĕмĕрне тăсас тесен чĕр чуна витаминсемпе укол тума, тутлăхлă апат çитерме тăрăшăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости