Каникул усӑллӑ пуçланчĕ

Ишек шкулĕнчи 3-мĕш тата 4-мĕш классене пĕтернĕ ачасемшĕн çуллахи каникул усӑллӑ пуçланчĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Екатерина Ивановнӑпа Ирина Вячеславовна вĕрентекенсем ертсе пынипе 20 ача ирех шкул автобусĕпе Кӳкеçелле çул тытрĕç. Чи малтанах ачасем «Бичурин тата хальхи самана» музейри экскурсие хутшăнчĕç. Пĕлмелли тата кăсăкли, чӑнах та, питĕ нумай. Бичурин историе мĕнпе кĕрсе юлни, мĕншĕн Чӑваш Республикинче ун ячĕпе музей уçни çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ ачасене. Тĕл пулу вĕçĕнчи викторина куракансен тимлĕхне тĕрĕслеме май пачĕ. Асӑнмалӑх сӑн ӳкерĕнсен ачасем малалла Кӳкеçре вырнаçнӑ 41-мĕш пушар чаçне çул тытрĕç, унти музейпе паллашрĕç. Наталья Николаевна экскурсовод пушарнӑйсен историйĕпе паллаштарчĕ, пĕчĕк ачасем айкашни час-часах пушар сӑлтавĕ пулни пирки аса илтерчĕ. Юлашкинчен чӑн-чӑн пушар сӳнтерекен машинӑсене курчĕç кĕçĕн класра вĕренекенсем. Ачасем ку куравран питĕ кӑмӑллӑ тухрĕç.

Екатерина Григорьева, Ишек

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости