Капрон чăлха паян та çăлать

Хĕпĕртемелĕх сăлтав пур кăçал, кĕрхи пуянлăх куçа савăнтарать, кĕр чăннипех те пуян пулчĕ. Ку туйăмпа пĕрлех чуна канăçсăрлантаракан ыйту та çуралать: сад-пахчара ÿссе çитĕннине нумайлăха мĕнле упраса хăвармалла?

Кĕр мăнтăрне аслисем мĕнле хатĕрленнине лайăх ас тăватăп, эпир, ача-пăча, çак ĕçсене тума пулăшаттăмăрччĕ те: контейнера хăйăрпа сапса кишĕр тултараттăмăр, хĕрлĕ кăшмана та çакнашкал «пÿрте» вырнаçтараттăмăр, купăстана кивĕ хаçатпа чĕркеттĕмĕр, сухана капрон чăлхасене тултарса пăтаран çакаттăмăр, пан улмин хĕллехи вырăнĕ вара ыраш улăм хунă ещĕкчĕ… Хамăр алăпа пухса кĕртнĕ тавара сакайне, нÿхрепе хĕл каçарма ăсататтăмăр.

Ыттисем те хăйсен ăнăçлă меслетне шыраса тупнах-тăр. Пысăк опыт пухайманнисен ăçта канаш шырамалла? Интернетра темĕн тĕрлĕ меслет те пур, анчах та пысăк опытлă тата хамăр таврара пурăнакан специалист шухăшĕ темрен те паха пек.

ЛЮБОВЬ МАН

Юрий ПЛОТНИКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ:

– Кирек мĕнле пахча çимĕçе упрас тесен те чи кирлĕ виçĕ саманта шута илмелле – нÿрĕклĕхе, температурăна тата вентиляцие (сывлăш вылянине). Кашни çимĕç хăйне евĕрлĕ: хăшĕ сивве, ăшша, нÿрĕклĕхе тата ыттине «юратнине» пĕлмелле. Кишĕр-и, купăста-и – вĕсем пурте «сывлаççĕ», çавăнпа та хĕл каçакан вырăнта сывлăш улшăнса тăмалла. Сивĕ уйăхсене чăтса ирттересси, паллах, сортран та нумай килет.

Купăстана урамра сывлăш +4° таран анса лариччен тытсан аван, кăшт «сивĕнни» уншăн усăллă, ăшă çанталăк тăчĕ тĕк нÿхрепе хума ан васкăр. Ăна упрамалли чи лайăх кăтарту – 0°С е +1°С. Контейнерсене хурса усрасан лайăхрах. Çĕр улми сивве кăмăлламасть, уншăн чи лайăх температура – +2°С. Кунта та сывлăш çаврăнăшĕ пулмалла. Йывăç ещĕке е пÿлмене хурсан лайăхрах. Кишĕре шăнтма юрамасть, енчен те йăран çинче тăм илчĕ пулсан çĕрсе каясси куç кĕретех, çавăнпа та ăна сивĕ лекесрен сыхламалла. Путвалта ытлашши нÿрĕк пуласран та хăрамалла, купăстапа танлаштарсан вăл ачашрах. Ăна йывăç ещĕке хума юрать. Сухан вара типпе кăмăллать. Упрама вырнаçтариччен малтан лайăх типĕтни усса кăна кайĕ, ăна паян та капрон чăлхара упраççĕ. Кунсăр пуçне тата кантра çине çивĕтлесе çыхсан та аван. Ăна упрамалли чи лайăх температура – +4°C, +5C°.

Пан улми пахалăхне чылайлăха упрас тесен унăн сортне шута илмелле, тĕслĕхрен, хĕллехисем 4-7 уйăх таранах çĕрмеççĕ. Хĕлле-çуркунне паянхи пекех пылак та сĕтеклĕ çимĕç çиес тесен ăна 0°С, +4°C, +5°С упрамалла. Хутпа чĕркесе ещĕке хумалла, кун пек тума ÿркенсен типĕ пăчкă кĕрпи сапсан та лайăх.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости