Кивĕ хаçатран – хитре кĕпе

Ĕнер ЧР Наци библиотеки йĕркеленипе, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата тĕрлĕ район библиотекисен ĕçченĕсем хутшăннипе Кăшавăш ял библиотекинче «Халăха экологи пĕлĕвĕ парасси тата уйрăмах упранакан çут çанталăк территорийĕсене аталантарасси» темăпа эколаборатори ĕçлерĕ.

Вырăнти библиотека ертÿçи Галина Иванова «Кăшавăш библиотекин Халăхра экологи культурине йĕркелес ĕçри тÿпи» проектпа паллаштарчĕ. Тавралăха упрас, тирпейре тытма вĕрентес тĕллевпе вулавăшра нумай мероприяти иртет – экологи календарĕпе йывăç пур, ачасене явăçтарса темиçе çул каялла вырăнти çăлкуçа тирпейленĕ.

Галина Валерьевна кивĕ хаçатсенчен хутлатса ăсталанă тумпа тухса тĕлĕнтерчĕ – ăна ачасен, култура ĕçченĕсен пулăшăвĕпе тунă. Çуркунне ачасем кайăксен кунне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ – ашшĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ вĕллесене савăнсах вулавăша çĕклесе пыраççĕ. Тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртаççĕ библиотекăра экологи воспитанийĕ парас тĕллевпе – çулла шкул çумĕнчи лагере çÿрекенсем валли çуллахи вулав залĕсем уçма, экологи экскурсийĕсем, пахча çимĕç куравĕсем йĕркелеме. Çынсем те кăмăллă иккен ку тăрăхра – Кăрмăшра пурăнакан Л. Данилова кĕнеке вулама юратакан ачасем валли кашни çулах пĕрер банка пыл илсе килет. Пĕлтĕр Г. Мешалкина вара пахчинчен 7 кг таякан арбуз туртса килнĕ. Вăл – пахча ăсти. Тĕлĕнмелле формăллă кавăнĕпе пĕлтĕр районта дипломлă та пулнă.

Иртнĕ çул культура çурчĕ çумĕнчи лаптăкра шкул ачисем, библиотека, культура вучахĕн, ял тăрăх администрацийĕн, ача сачĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тĕмсем лартнине те палăртрĕ Г. Иванова. Малашнехи тĕллевсемпе та паллаштарчĕ. «Çут çанталăк çинчен юрлар-и» концерт йĕркелесшĕн иккен кунта. Кирлĕ-кирлĕ мартан тĕрлĕ япала ăсталаса курав ирттересшĕн, ачасемпе пĕрле «Ясна» этнокомплекса та çитсе курасшăн.

Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхне Сергей Мульдиярова Наци библиотекин тав хучĕпе чысларĕç. Ĕç-пуçпа паллаштарнă май вăл пурнăçламалли плансене те асăнчĕ: кăçал темиçе контейнер туяннă, Мăналта çĕнĕ клуб уçма палăртнипе пĕрлех ун тавралли лаптăка тирпейлесе тасатма, чиркÿ умĕнчи çула юсаса çĕнетме палăртнă, çĕнĕ ача-пăча паркĕ уçма, вăрçăра пуç хунисен ячĕпе палăк лартма шухăшланине те каласа хăварчĕ. Эколаборатори хăйĕн ĕçне малалла «Ясна» этнокомплексра тăсрĕ.

Регина Чернова, Кăшавăш

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости