Контейнерсем тулса тăкăнаççĕ

— «Шорчекассинчи «Молодежная» урамран тахçанах йăлари хытă каяшсене тиесе тухман. Контейнерсем тулса тăкăнаççĕ, çÿп-çап миххисене вара йытăсем сĕтĕрсе çураççĕ. Хăçан тасамарлăх пĕтĕ?» – ним тума аптăранă шорчекассисем çакнашкал хыпар пĕлтерчĕç редакцие шăнкăравласа.

Сăн ÿкерчĕк лару-тăру чăнлăхне яр уççăн кăтартса парать, чăннипех те контейнерсем тÿпеми… Мĕншĕн?

Сергей АВЕРКИЕВ, Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Хытă каяшсене турттарса тухмалли килĕшÿ срокĕ тухнипе çакнашкал лару-тăру сиксе тухрĕ. Январĕн 11-мĕшĕнче «Спецавтохозяйство» АО-па договор турăмăр, паян вăл çÿп-çапа тиесе тухма тивĕç, уншăн укçа-тенкĕ тÿленĕ.

Шемшер ял тăрăхĕнче пурĕ 46 контейнер. Енчен те çынсем йăлари хытă каяшсене турттарса тухнăшăн укçа-тенке йĕркеллĕ пуçтарса, тÿлесе пырсан çÿп-çаппа çыхăннă нимĕнле кăлтăк та сиксе тухмĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости