Кукамай – шанчăклă юлташ

Манăн кукамай – Фаина Семеновна Бранькова. Вăл Шăнкас ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Кукамай нумай çул фермăра ĕçленĕ. Хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçланă. Лайăх ĕçленĕшĕн Ĕç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçлĕ пулнă.

Кукамайпа кукаçей икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вăл пире пăхса çитĕнтерме пулăшать. Эпĕ кукамая яланах итлетĕп. Вăл – манăн шанчăклă юлташ.

ВАЛЕНТИНА СЕМЕНОВА, 2-МĔШ КЛАСС

Унран хакли çук

Çĕр çинче чи хаклă çын вăл – анне. Вăл пире мĕн пĕчĕкренех юратса пăхса ÿстерет, тумлантарать, лайăх пулма вĕрентет. Йывăр вăхăтра пире пулăшма васкать. Анне пирĕншĕн тем тума та хатĕр. Эпĕ аннене çав тери юрататăп. Килти ĕçсене тума пулăшатăп: кашăк-тирĕк çăватăп, урай шăлатăп, пĕчĕк шăллăма пăхатăп.

ВИКТОРИЯ ЦЫГАНОВА, 2-МĔШ КЛАСС

Пултаруллă аллисем

Манăн асанне, Елена Васильевна, 65 çула çывхарса пырать. Нумай çул хушши вăл хулара çĕвĕç пулса ĕçленĕ. Халĕ – тивĕçлĕ канура, анчах ахаль лармасть. Ялти çынсене тĕрлĕ тумтир çĕлесе парать. Пултаруллă аллисемшĕн ăна çынсем ăшă-ăшă сăмахсем калаççĕ.

Пушă вăхăтра эпĕ асаннене кĕнекесем вуласа паратăп, ĕçлеме пулăшатăп. Вăл вара мана пукане валли кĕпесем çĕлеме вĕрентет. Эпир асаннепе туслă пурăнатпăр.

ДАРЬЯ ЛЕОНИДОВА, 2-МĔШ КЛАСС

Килти «трактор сасси»

Пирĕн килте икĕ кушак пур. Пĕри – Сима, тепри – Муся. Муся шурă тĕслĕ, çурăмĕ çинче тĕл-тĕл хура пăнчăсем курăнаççĕ. Сима пирĕн пата хĕлле килсе ерчĕ. Эпир ăна хĕрхенсе пÿрте кĕртрĕмĕр.

Симăпа Муся питĕ туслă. Вĕсем пĕрле апат çиеççĕ, выляççĕ, çывăраççĕ. Сима çывăрнă чухне хыттăн мăрлатать. Ăна илтсе эпир: «Трактор ĕçлет», – тесе шÿтлетпĕр.

Эпир кушаксене питĕ юрататпăр. Вĕсем те пире юратаççĕ. Диван çине ларсанах чĕркуççи çине хăпарса лараççĕ, ачашланма пуçлаççĕ. Пирĕнпе пĕрлех çывăраççĕ.

КОНСТАНТИН БЕЛЯЕВ, 2-МĔШ КЛАСС

Мăн асатте – маншăн ырă тĕслĕх

Ватă çынсем пирĕнпе юнашар пулни мĕн тери аван. Вĕсем пире тем çинчен те каласа пама пултараççĕ. Акă кукамай каласа панине эпĕ кунĕн-çĕрĕн итлеме хатĕр. Мĕн чухлĕ çĕннине, интереслине пĕлетĕн унпа калаçнă хыççăн! Мана уйрăмах мăн асатте çинчен каласа панисем тĕлĕнтереççĕ.

Мăн асаттене Лука Порфирьевич Бородов тесе чĕннĕ. Вăл 1898 çулта Шăнкасра çуралнă. Икĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă! Вăрçăра кăтартнă паттăрлăхшăн панă орденсемпе медальсем паянхи кун та килте тирпейлĕ упранаççĕ. 1945 çулта пулеметлă артиллери батальонĕ панă характеристика вăл хăюллă, паттăр, çирĕп дисциплинăллă пулнине, ĕçе лайăх йĕркелеме пĕлнине, ытти салтака тĕслĕх кăтартнине çирĕплетет.

Вăрçăран таврăнсан мăн асатте Иккасси лесничествинче техник-лесоводра ĕçленĕ. Вăрман хуçалăхĕнче 43 çул ытла вăй хунă вăл. Хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçланă, йывăç лартса çитĕнтересси, ăна упрасси унăн тĕп ĕçĕ пулса тăнă.

Мăн асаттен кун-çулĕ, тунă ĕçĕсем мана лайăх çын пулма хавхалантараççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентеççĕ.

ЛЮБОВЬ ВЛАДИМИРОВА, 8-МĔШ КЛАСС

Хамăн аппапа мухтанатăп

Манăн аппа пур. Вăл Настя ятлă, 10-мěш класра вěренет. Тăрăшуллă манăн аппа! Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Тěрлě предметпа олимпиадăсенче ăмăртать. Вăл пěлтěр те, кăçал та чăваш чěлхипе иртнě олимпиадăра пěрремěш вырăн йышăнчě. Эпě те ун пекех маттур пуласшăн. Шел те, пěлтěр манăн олимпиадăра çěнтересси пулмарě. Кăçал вара питě тăрăшрăм. Вěрентекенпе уроксем хыççăн юлса пěлменнине, маларах вěреннине аса илсе ăса хăварма тăрăшрăм. Тăрăшни сая каймарě! Виççěмěш вырăн йышăнтăм. Эпě питě кăмăллă юлтăм. Чăваш чěлхи – тăван чěлхе! Ăна юрат та хисепле! Эпě атте-анне чěлхине хаклатăп. Хăйěн çепěçлěхěпе хăй патне туртать вăл. Çывăх та тăван вăл. Çапла эпě аппана тивěçлě пулма тăрăшатăп. Унран тěслěх илсе пыратăп. Малашне аппа та хăйěн йăмăкěпе мухтанě ěнтě.

Екатерина Курбатова, 8-мěш класс, Атайкасси шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости