«Кăвак кăвакарчăн» çул кăтартсан…

Автоспортра çынсем трассăна тĕрлĕ машинăпа (çăмăллисемпе, внедорожниксемпе, грузовиксемпе тата ыт.) хăвăртрах пăхăнтарас тĕллевпе тупăшаç​çĕ. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансен январĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăрăшкасси трасси çинче иртекен Автомобильсен раштав ăмăртăвне хутшăнма тата курма май пулĕ. Ăна ЧР физкультурăпа спорт министерстви, республика тĕп хулипе Шупашкар район администрацийĕсем, «Регионри автомобиль федерацийĕ» ЧР Автомобиль спорчĕн обществăлла организацийĕ йĕркелеç​çĕ.

Паян редакци тĕпелĕнче – Чăваш Енри автокросс аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ЧР Автомобиль федерацийĕн членĕ Юрий МИХАЙЛОВ. Паян вăл вулакана раштав чупăвĕсем, вĕсен историйĕ тата ăмăрту хăйне евĕрлĕхĕ пирки каласа парĕ.

– Юрий Владимирович, сирĕншĕн «ралли», «авточупу», «джип-триал» сăмахсем чуна çывăх-тăр. Автоспорта хăçан пырса кĕнине аса илĕр-ха?

– Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, йĕлтĕрпе ярăннă, хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсене алла илнĕ. Çав вăхăтрах техника та илĕртсе тăнă. 1984-1985 çулсенче, мелиораци енĕпе ĕç​ленĕ вăхăтра, юлташсемпе ЦК КПСС-ĕн спорт енĕпе ĕç​лекен пленумне автокроссене хутшăнма автомобиль ыйтса çырупа тухрăмăр. Унăн ертÿçи пире ăнланса «Москвич» пачĕ. Машинăна йĕркелесе çитерсе ăмăртусене хутшăнма тытăнтăмăр.

Пĕр пулăм пурнăç​ра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртам. Машинăпа (капот çинчи сиенленнĕ вырăна пытарма кăвак кăвакарчăн ÿкерсе хунăччĕ) пынă чухне ГАИ ĕç​ченĕ чарчĕ. Ÿкерчĕке курчĕ те хайхи манран ыйтать: «Автомобильсен ăмăртăвне хутшăнмастăн-и?» Калаç​са кайрăмăр та, вăл мана Шупашкарти спортпа техника клубĕ çинчен пĕлтерчĕ, хăйсем патне йыхравларĕ. Унта çÿресех нумай вĕрентĕм – машинăсене кросс тата ралли валли хатĕрлеме вĕренсе çитрĕм.

– Чăрăшкасси ялĕ çывăхĕнче трасса йĕркелеме çакă та хавхалантарчĕ-тĕр?

– Малтанах Мари республикинче, Шупашкар хулинче иртекен ăмăртусене хутшăнаттăм. Перестройка вăхăтĕнче республикăри автоспорт хавшарĕ тесен те юрать. Чăваш Республикинче автоспорта аталанма майсем туса парас шухăш çуралчĕ. Чăрăшкасси çывăхĕнче трасса йĕркелес шухăшпа Шупашкар район администрацине сĕнÿпе тухрăм. Манăн пуçарăва ырларĕç. Михаил Васильевич Игнатьев ЧР Пуç​лăхĕн должноç​не пĕрремĕш хут йышăнсан трасса ĕç​лесе кайрĕ.

Кунта иртекен автокроссене, джип-триалсене республикăри спортсменсем кăна мар, Раç​çейĕн тĕрлĕ регионĕнсенчен те хутшăнаç​çĕ. Çу кунĕсенче 6-мĕш хут ЧР Пуç​лăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн автокросс иртĕ, кăçал иккĕмĕш хут иртекен «Автомобильсен раштав ăмăртăвĕ» – Раç​çей Кубокĕн Атăлçи зонинчи тупăшăвăн 1-мĕш тапхăрĕ. Кăçал Чăрăшкасси трасси çинче 4 ăмăрту иртмелле.

Ăмăртусен шайĕ çулран-çул ÿссе пырать, ăсталăхне аталантарса пыракан спортсменсене пĕр çĕре пухать…

– Ку, чăнах та, çапла. Ăмăртăва хутшăнакан спортсменсен, куракансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Вĕсем Мускав, Ленинград облаçĕсенчен, Саратов, Свердловск тата ытти хуларан та килеç​çĕ. Республикăра судьясем те пысăк квалификациллĕ, пурте аттестаци витĕр тухнă.

– Çуллахи автокроса хутшăннисен йышĕнче тĕрлĕ çултисем пурччĕ. Çул çитменнисем те… «Автомобильсен раштав ăмăртăвне» вĕсем хутшăнĕç-и?

– Çуллахи автокроса юниорсем те хутшăнчĕç. Чи çамрăк спортсмен 8-10 çулсенче пулчĕ. Чи асли вара – утмăл тăххăрта. Январьте иртекен ăмăртусене çул çитменнисем хутшăнмĕç.

Чи çамрăккисемшĕн трасса, çуллахи вăхăтра-и, хĕлле-и, хăрушлăх кăларса тăратмасть-и?

– Çул çитменнисем ăмăртăва ашшĕ-амăшĕ ирĕк панипе кăна хутшăнма пултараç​çĕ. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта питĕ çирĕп. Кашни машинăрах каркассем, хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пур, спортсменсем шлем тăхăнаç​çĕ. Ку таранччен кам та пулин шар курни пулманччĕ-ха… (йывăçа шаккать)

Ăмăртусене йĕркелетĕр кăна мар, хăвăр та хутшăнатăр…

– Пĕрремĕш хут 1984 çулта раллие хутшăнтăм, çавăнтан пуç​ланчĕ те. Кайрантарах, перестройка вăхăтĕнче, спортăн çак тĕсĕ аталансах каяймарĕ. Çĕнĕрен 2000 çулсенче вăй илчĕ теме пулать. Кашни ăмăртурах çĕнтерÿçĕ ятне илеймен паллах. Нумай пулмасть Кировра официаллă майпа иртнĕ регионсен хушшинчи автораллире хамăн категорире малти вырăна тухрăм. Владимир ывăлăм та лайăх кăтартусемпе палăрчĕ.

Ывăлăр та автоспортпа кăсăкланать эппин…

– Ку юнра пулĕ… Аслă ывăл Михаил — машинăсене кроссене, раллисене валли хатĕрлессипе тимлет, пысăк яваплăха туять. Владимир – автоспортăн спорт мастерĕн кандитачĕ. Ку таранччен 20-30 ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене тивĕç​рĕ. Чи кĕçĕнни – Максим республикăри аслă шкулăн 2-мĕш курс студенчĕ. Вăл та автокроссене хаваспах хутшăнать.

Мăшăр çемьери арçынсем автомобиль спорчĕпе кăсăкланнине мĕнле йышăнать?

– Вăл – хавхалантарса тăраканни.

Мĕн вăл сирĕншĕн автоспорт?

– Хобби темелле пуль, кăмăл туртăмĕ.

Январĕн 9-11-мĕшĕсенче иртекен автокросра миçе спортсмена кĕтетĕр? Хăвăрăн хутшăнас кăмăл пур-и?

– Ăмăртăва 35-рен пуç​ласа 50 экипаж таран килессе шанатпăр. Трасса питĕ аван, ăмăртăва хатĕрленсе çитнĕ.

– Ăнăçу сире, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе…

– Тавах.

ВЕРА ШУМИЛОВА КАЛАÇНĂ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости