Кĕнеке – чун апачĕ

Ял вулавăшне çÿретĕп

Эпĕ мĕн ачаранпах.

Çĕнĕ хыпарсем пĕлетĕп

Алăк урлă каç​санах.

Çÿлĕксем çинче куратăп

Çĕр-çĕр тĕслĕ кĕнеке.

Кĕç хаçат алла тытатăп,

Пĕлмелли – кашни çинче!

Стендсемпе куравăшсем те

Çĕнĕрен çĕнни кунта.

Ял, республика çинчен те

Кăсăкли нумай тата!

Тепĕр пÿлĕме кĕрсессĕн

Вулакан валли – салон!

Интернет, тархасшăн,

ксерокс,

Телевизор та пур ун!

Чи кирли вăл – чун ăшшийĕ,

Вашават пырса чĕнни.

«Тусăм, мĕн-ши сана кирлĕ?»

Тимлесе çапла ыйтни.

Тав тăватăп чĕререн эп

Çакăнта ĕç​лекене.

Кирлĕ вăхăтра пурне те

Кăмăл тупма пĕлнипе.

2011 çул

Кĕнеке вулама эпĕ мĕн ачаранах юрататăп. Ас тăватăп: вырăс е тăван литературипе килте паллашма панă произведение библиотекăран чи малтан илес килнипе уроксем вĕç​ленессе кĕтмесĕрех унта вĕç​тереттĕм. Кăшавăш ял библиотекине паянхи кун та юратса çÿретĕп.

Урамри харкашу – ятлаçу, пĕр – пĕрне кÿренсе калаç​ни, пăтăрмахсем – вулавăша кĕрсен пĕтĕмпех манăçаç​çĕ. Пачах урăхла, ниç​та та çук, каласа ăнлантарма та çук асамлă кĕтесе лекнĕн туятăп эпĕ хама кунта. Алăкран кĕрсенех сăмсана кĕнекесенчен тухакан хăйне евĕрлĕ шăршă кăтăклать, илемлĕ ÿкерчĕксемпе капăрлатнă ача-пăча кĕнекисем, тĕрлĕ куравсем куçа тыткăнлаç​çĕ. Куравсем тенĕрен, кунта пĕр стенд та пĕр-икĕ эрнерен ытла çакăнса тăмасть. Вулама пит юратсах кайман çын та вĕсемпе паллашнипех пурнăç​ра паян пулса иртнĕ ĕç-пуç​па, саккунсенчи çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕр çыравçă пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашса пĕлме пултарать. Капла пăхсан, библиотекăри кĕнекесен шучĕ нумаях та мар темелле. Ку тĕрĕс мар шухăш: наука тĕсĕсем, литературăри тĕрлĕ жанрпа хайланă произведенисем, энциклопедисемпе словарьсем, тĕрлĕ хаçат-журнал, дисксем – пурте кунта хăйсен вырăнĕнче типтерлĕ упранаç​çĕ. Чи пĕлтерĕшли – пĕр кĕнеке те тусанпа витĕнмен: шкул çулне çитмен ачаран пуç​ласа алла туя тытнă асатте-асанне таранах библиотекăра хăйĕн «чун апатне» тупма пултарать.

Паян компьютер тата интернет кашни килех çитрĕ. Студент хăйне мĕн кирлине ун урлă тупса хатĕрлет. Ачамсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. «Университет пĕтертĕр-ха, наци библиотеки ăç​тарах вырнаç​нине пĕлетĕр-и?» – ыйтатăп çапла çурма шÿтпе, çурма кÿренÿпе хам хĕрĕмсенчен. «Кирлине интернетра та тупса вулама пулать вĕт», – теме пăхаç​çĕ вĕсем. Ку тĕрĕсех. Çапах та чуна килĕшекен кĕнекене алла тытса, унта пулса иртекен ĕç-пуçа тĕп сăнарсемпе пĕрле пурăнса ирттерес килет, килĕшнĕ вырăна темиçе хут та вуласа тухас килет. Кĕнеке страницисене хуллен уç​са, малалла мĕн пулассине чăтăмсăр кĕтсе вулас килет манăн хайлава.

Кăшавăш ял библиотекинче тимлекен Галина Ивановăна ырламасăр тăма çук: кашни килекене пулăшма, ăшă калаçупа кăмăлне тупма васкать вăл. Шкул ачисемпе пĕрле мĕн чухлĕ килти ĕç пурнăç​ламасть-ши тата вăл! Хăйĕн патне çÿрекен кашни вулакан мĕнпе кăсăкланнине вăл пĕлсе-курса тăрать, кирлĕ кĕнекепе тивĕç​терме васкать. Вулавăшра компьютерпа усă курма та май пур. Çакна та палăртмалла: ял халăхне, шкул ачисене валли библиотекăра час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет Галина Валериановна. Кунта чунпа канма, ыррине ăша хывса малашлăха çутă ĕмĕтпе шанса пăхма пулать. Çакă вара паянхи кун пĕтĕм çынна кирлĕ.

РЕГИНА ЧЕРНОВА, КĂРМĂШ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости