Лагерьсем те, çулсем те…

Общество канашĕн членĕсене ачасен хăрушсăрлăхĕ нимрен ытла пăшăрхантарать.

ШĔМ çумĕнчи общество канашĕсен йышĕнче вырăнти хисеплĕ çынсем. Халăх вĕсен шухăшне итлет, çавăнпа та патшалăхăн обществăри йĕркене сыхлас тĕлĕшĕнчи политикине пурнăçласа закона пăсассине чакарма чи малтанах общество организацийĕсене, вырăнти хастар тата ят-сумлă çынсене явăçтармалла. Чăваш Ен ШĔМĕнче район шайĕнчи шалти ĕçсен органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен членĕсемпе ирттернĕ семинарта тĕпрен илсен çакăн пирки сăмах пычĕ те.

Мероприятие видеоконференци мелĕпе Раççей ШĔМĕн республикăри Общество канашĕн председетелĕ Валерий Андреев ертсе пычĕ. Полицин шаннă çыннисен умĕнчи тепĕр тĕллев – йĕркелĕх хуралĕ пурнăçлакан ĕçсем пирки халăха куллен пĕлтересси. Йăлана кĕнĕ пичет кăларăмĕсемсĕр пуçне вĕсем соцсетьсенчи аккаунтсене те усă кураççĕ. Çакăн пирки канаш секретарĕ Александр Соловьев пĕлтерчĕ.

Канашăн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă ĕçлев ушкăнĕн ертÿçи Вячеслав Бенда аварисен шутне чакарас енĕпе çинерех тăрса ĕçлеме сĕнчĕ. Ачасемпе çыхăннă тĕслĕхсем ÿсни пушшех те сехĕрлентерет.

Общество канашĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ĕçне семинарта чи ăнăçлă йĕркеленисен йышне кĕртсе палăртрĕç. Ачасенче кирек мĕнле ĕçшĕн те яваплăх туйăмне çуратас тĕллевпе вĕсем шалти ĕçсен муниципалитетри пайĕпе шкулсенче, ача сачĕсенче кулленех тĕл пулусем ирттереççĕ. Кăçал вĕсем Кÿкеçри шкул-интернатран пуçланчĕç, «Полици урокĕсем» çавăн пекех поселокри лицейра, Тренккасси, Тутаркасси шкулĕсенче иртрĕç. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ачана шкул саккинченех тĕрĕс çитĕнтермелле – çапла сĕнеççĕ канаш членĕсем. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсем лагерьсене çитсе ачасен канмалли, аталанмалли майĕсене хак парĕç. Общество канашĕн членĕсене ятран панă удостоверени çакăн пек полономочисем кÿнине аса илтерни вырăнлă. Пĕлтĕр район территорийĕнчи кану лагерĕнче çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе пулса иртнĕ хăрушă преступлени хыççăн вĕсем ачасен хушшинчи хăрушсăрлăха сирес тĕллевпе палăртнă мероприятисен шутне пушшех ÿстересшĕн.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости