Лагерь – шухăшсăр кану утравĕ

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. Çулталăкĕпех парта хушшинче ăслăлăх чулне «кăшланă» хыççăн чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене сывлăха çирĕплетме, канма тинĕс хĕррине, яла е лагерьсене яма тăрăшать. Хула тулашĕнче, чылай чухне вăрманта, вырнаçнă лагерьсем ачасене йышăнма хатĕр-и-ха?

Закон умĕнче таса

Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи тапхăрта ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва майăн 19-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пынипе терроризма хирĕç кĕрешекен комисси членĕсем, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн тата районти ача-пăча лагерĕсен представителĕсем сÿтсе яврĕç.

РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ сывлăха çирĕплетмелли çуллахи тапхăрта ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, сывлăхĕпе пурнăçне сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ мера йышăннă. Çакăн пирки ведомствон пай пуçлăхĕн çумĕ Андрей Рябов пĕлтерчĕ. Лагерьсен хуçисемпе васкавлă пулăшу службисене чĕнмелли кнопкăсене, видеосăнав тытăмĕсене вырнаçтарма килĕшÿсем тунă. Йĕркелĕхпе тивĕçтерме, инкексенчен сыхлама пай ертÿçисене кашни лагерь çумне çирĕплетнĕ.

Ача-пăча лагерĕсенче ĕçлес текенсене судпа айăпланнипе айăпланманнине тĕрĕсленĕ хыççăн кăна ĕçе йышăнмалли пирки каларĕ Андрей Витальевич. Анчах вĕсем патĕнче тăрăшакан педагогсен тата вожатăйсен биографийĕпе хальлĕхе пур лагерь те паллаштарман. Акă пĕлтĕр наркотикле хутăшсене усă курнăшăн вĕсенчен пĕрне административлă йĕркепе явап тыттарнă. Ачасене воспитани паракансен хушшинче ун пеккисем пулмалла марри пирки асăрхаттарса каларĕ Андрей Рябов.

«Кашни смена умĕн лагерьсене терроризм хăрушсăрлăхĕ енчен техника хатĕрĕсемпе тата служба йыттипе тĕрĕслеççĕ. Çуллахи курорт тапхăрне «Жемчужина Чувашии», «Золотой Колос» сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем хатĕр. Паян тесен паян унта ачасене вырнаçтарма пулать», – терĕ Андрей Рябов.

Хуралçă пулăшуçи – камера

Полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен тата участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, майăн 17-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслевсем лагерьсенче хăрушсăрлăх паспорчĕсем çуккине кăтарса панă. Ачасене кану вăхăтĕнче территорие кашни кĕтесрен сăнаса тăма «Жемчужина Чувашии» лагерьте 55 камера вырнаçтарнă, «Золотой Колосра» – 27, «Салютра» – 24. «Утес» лагерьте вара хальлĕхе 4 камера кăна. «Салют» лагерьте пĕлтĕр пулса иртнĕ преступлени хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пĕр хуралçă кăна çителĕксĕррине кăтартса парать. Хуралçа пулăшма каçпа персоналтан пĕр çынна та пулин уйăрмалла», – çине тăчĕ Андрей Витальевич.

Хăш-пĕр ача кулленхи пурнăçра планшетпа, телефонпа усă курма хăнăхнăскер, кану вăхăтĕнче те ăна алăран ямасть. Йÿнĕ мар тăракан техника хатĕрĕ вара кукăр алăллисемшĕн илĕртÿллĕ. Акă пĕлтĕр çуллахи кану тапхăрĕнче лагерьсенче шута илнĕ 3 преступленирен иккĕшĕ телефон вăрланипе çыхăннă.

Ĕçлемен огнетушительсем

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн надзор тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн аслă инспекторĕ Олег Порфирьев лагерьсем пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем ыйтнине пурнăçласа ирттернĕ малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ. Планри тĕрĕслевсем хыççăн лагерь хуçисене çитменлĕхсене сменăсем уçăличчен пĕтерме хушнă. Кашни пÿлĕмре икĕ запас алăк кирлĕ, пушар сигнализацийĕн датчикĕсен сасă вăйĕ çителĕклĕ шайра пулмалла.

Лагерьсенче ĕçлемен огнетушительсене те тупса палăртнă. Олег Порфирьев юсав ĕçĕсем вĕçленсен пушар хăрушсăрлăхĕн асăрхаттару паллисене вырнаçтарма хушрĕ. Кунсăр пуçне кашни дежурнăй валли пĕр хунар тата сывлав çулĕсене сыхлакан хатĕрсене алă айĕнче тытмалла. Çавăн пекех шалтан хупăнакан çăраççи çăмăллăн уçăлмаллине те палăртрĕ. Пушар дружинисем йĕркелеме те сĕнÿ пулчĕ. Смена килсе çитсен виçĕ кунра лагерьсенче, çав шутра шкул çумĕнчисенче те, вожатăйсемпе пушар эвакуацийĕн вĕрентĕвне ирттерĕç.

Шута илме

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Валентина Александрова пĕлтернĕ тăрăх, районта майăн 19-мĕшĕ тĕлне 301 ача хула тулашĕнчи лагере кайма çырăннă. Кунсăр пуçне июнĕн 1-5-мĕшĕсенче 21 шкул çумĕнче лагерьсем уçăлĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости