Мăн Мар​ка клуб​ĕ хăнасене йышăнчĕ

Де​каб​рĕн 20-​мĕ​шĕн​че Мăн Мар​ка клу​бĕ​ халă​ха и​лем​лĕ çутă​сем​пе, тĕслĕ хăмпăсемпе ​кĕт​се ил​чĕ. Сцена çин​че​ – пысăккăн 80 çул тесе çырни тĕр​лĕ ​тĕс​пе ялтă​рать. Мăн Мар​ка клу​бĕ çу​ралнă​ ку​нне паллă турĕ.

Мероприятие Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​цин куль​ту​ра, ту​ризм та​та со​циаллă​ аталану пайĕн​ пуçлă​хĕн ​çу​мĕ Ирина Нес​те​рова, Ишек ял тăрă​х ​пуçлă​хĕ Ана​то​лий Мак​си​мов килсе çитрĕç. Тав​ра​ри ял​сен​чен та халăх​ йышлă ​пуçтарăннă. Ча​сах илем​лĕ​ кĕ​вĕ ян​ра​са​ кай​рĕ те сце​на çи​не Ки​рилл Го​рю​нов​па Али​на Фё​до​ро​ва ертÿ​çĕ​сем​ тух​рĕç. Уяв​ ка​çĕ​ пуçлан​чĕ.

Чи​ мал​та​нах хăй вăхă​тĕн​че çак к​луб​ра ĕç­ле​нĕ Зи​наи​да Пет​ро​ва эк​ран çин​чи​ сăн ÿкерчĕксем тăрăх клуб сакăр теçетке çул хуш​шин​че мĕн​ле а​та​лан​са ​пы​ни​ çин​чен ​ка​ла​са ​па​чĕ. Клу​ба çĕк​ле​нĕ​ чух​не​хи 1934 çул​та ÿ​кер​нинчен​ пуç­ла​са паян​хи​ кун​па ​вĕçле​рĕ вăл хă​йĕн сă​мах​не. Сцена çине тĕрлĕ вăхăтра культура учрежденийĕн заведующийĕнче ĕçленисене чĕнсе кăларчĕç. Каш​ниех​ кĕс​кен хă​й ĕçле​нĕ вăхăт​ри​ пурнă​çа аса ил​чĕ. Ха​лĕ ку ла​ва Регина Г​рачё​ва ăнăçлă ​турт​са​ пы​рать. Чă​нах та, халă​ха пуç­тар​са ĕç­ле​ме ​йывăр​ри​не​ пур​те​ пĕ​леç­çĕ. Ахаль​тен ма​р ĕн​тĕ вăл ра​йон пуçлă​хĕн​чен Тав​ çырă​вĕ ил​ме ​ти​вĕç­лĕ​ пул​чĕ. Ун​па пĕр​лех​ чы​лай ​çул ​хуш​ши Çат​ра Мар​ка​ри ял биб​лио​те​кин​че вăй​ ху​ра​кан Люд​ми​ла Гав​ри​ло​ва, Ни​ко​лай Анд​реев кон​церт​мейс​тер та Тав ​хут​не ​ти​вĕçрĕç.

Çĕ​нĕ​рен те çĕ​нĕ юрă шă​ран​тар​чĕ​ç ар​тист​сем. Каш​ни юр​рах тăвăллă​н алă​ çуп​са кĕт​се ил​чĕ ​халăх. Шу​паш​кар​тан​ кил​нĕ «Та​лис​ман»​ дуэт – ​ташă ушкă​нĕ çăмăл та хит​ре ​таш​ла​са​ пур​не те тĕ​лĕн​тер​чĕ. Ту​мĕ​сем ва​ра тĕ​лĕн​мел​ле​ хит​ре! Мар​ка клуб​не​ са​лам​лама кÿр​шĕ са​ла​ран килнĕ «И​шек» ан​самбль​ те кăмă​ла​ çĕк​ле​рĕ.

ЕКА​ТЕ​РИ​НА Г​РИ​ГОРЬЕ​ВА, МĂН МАР​КА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости