Наркотикпе лекнĕ

Нумаях пулмасть Шупашкар район сучĕ наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă ĕçе пăхса тухса пăнчă лартнă: Шупашкар çыннисене РФ Уголовнăй кодексĕн темиçе статйипе айăпланă – пĕрне пысăк калăпăшпа наркотик япали туянма хăтланнăшăн, теприне – çак ĕçре пулăшса пынăшăн.

Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, юсанмалли 6-мĕш колонире лараканскер, пĕлтĕрхи август уйăхĕнче палланă çынни патне шăнкăравласа ун валли наркотик туянма ыйтнă. Лешĕ хирĕçлемен, мĕн кирлине туянса апат-çимĕçпе пĕрле колоние пĕлĕшĕнчен тыттарса янă. Шăпах унта çакланнă та…

Судра пĕри те айăпне йышăнман, анчах та вĕсем усал ĕç тунине чылай фактпа çирĕплетнĕ. Айăплав çапларах: пĕрин çирĕп режимлă колонире 6 çул та 6 уйăх, теприн вара 3 çул та 6 уйăх юсанмалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости