Наркотикрен ирĕкре

Наркотиклĕ хутăшсемпе иртĕхессипе тата вĕсен законла мар çаврăнăшĕпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун райадминистраци çумĕнчи çак тĕллевлĕ комисси ларăвĕнче те калаçу асăннă инкек таврах пулчĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пычĕ.

Наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннă законодательство вырăнта мĕнле пурнăçланни пирки Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров каласа кăтартрĕ. Кунта 10 çынран тăракан комисси йĕркеленĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, кăçал çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнта наркотиклĕ хутăшсене тупса палăртман. Вĕренекенсемпе наркомани серепи пирки асăрхаттарса калаçусем, тренингсем, конкурссем, уроксем хыççăн спорт вăййисем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарни вĕсене наркомани çулĕ çине тăрасран сыхлать. Апаш библиотекинче йĕркеленĕ «Наркотиксĕр пурнăç» кĕнеке куравĕ кашни уйăхрах пичет кăларăмĕсемпе пуянланать. Кунсăр пуçне полицин участокри уполномоченнăйĕ çынсемпе тĕл пулса наркотик хутăшĕсене усă курнăшăн, упранăшăн, хатĕрленĕшĕн, мăкăнь е кантăр ÿстернĕшĕн уголовлă яваплăх тытма тивни çинчен ăнлантарать. Çул çитменнисене эрех-сăра, пирус сутни закон урлă ярса пусниех. Александр Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял тăрăхĕнче спиртлă шĕвексене сутакансене тăрă шыв çине кăларнă. Пĕрин тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснăшăн протокол çырнă.

«Хуçасăр лаптăксем çинче наркотиклĕ ÿсен-тăран лартнă тĕслĕхсем пулнă-и сирĕн ял тăрăхĕнче?» – Апаш ял тăрăх пуçлăхĕнчен ыйтрĕ Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çар комиссариачĕн ертÿçи Александр Кочуров. Александр Владимиров хуçасăр лаптăксене тăтăшах пăхса тĕрĕслесе тăнине, çакăн пек лаптăксем çинче мăкăнь, кантăр лартнине курсан кÿршисене систерме ыйтнине пĕлтерчĕ.

Александр Кочуров Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссариачĕ 2016-2017 çулсенчи çурхи тата кĕрхи призыв тапхăрĕнче наркотиклĕ хутăшсене, психотроплă хатĕрсене тата туртмалли хутăшсене усă куракансене тупса палăртассипе ирттернĕ медицина комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çак тĕлĕшпе Канашри çара илсе каякан пунктра çирĕп тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çамрăксен юнĕнче наркотик хутăшĕ тупса палăртнă тĕслĕхсем пулман.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Иванова наркоманипе кĕрешме патшалăх тытăмне кĕмен структурăсене те явăçтарса ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Шупашкар район больницин тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрова вĕренекенсем социаллă психологи тесчĕ витĕр тухнине, ун пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпченĕ хыççăн хăрушлăх ушкăнне лекнисене медицина психологийĕн тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине каларĕ. Пĕлтĕр психологи тестне Толик Хураски шкулĕнчи 32 тата Кÿкеç лицейĕнчи 26 вĕренекен хутшăннă.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости