Парăм – миллионпа

Шупашкар район прокуратури закона пăснă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларсах пырать. Нумаях пулмасть акă «Чăваш бройлерĕ» ОАО вĕсен сăнав объекчĕ пулса тăнă.

Предприяти 2016 çулхи декабрь уйăхĕшĕн шалу тÿлеменшĕн 164 ĕçчен умĕнче 2624000 тенкĕлĕх парăма кĕнĕ, кунсăр пуçне тата ĕçрен хăтарнă 89 çынна та иртнĕ çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсемшĕн ĕç укçи тÿлемен, пурĕ – 2627000 тенкĕ. Кун пек лару-тăрушăн пуçлăха явап тыттармасăр та май çук, çавăнпа та РФ КоАП-ĕн 5.27 статйин 6-мĕш пайĕпе адмĕç пуçарнă. Директорăн 12000 тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ.

Ĕç законĕпе килĕшÿллен, ĕçлекенсене çур уйăхра пĕрре шалу памалла, енчен те тивĕçрен хăтарсан çав кунах ăна укçа-тенкĕ тÿлесе татмалла. Çакăн пирки РФ Ĕç кодексĕн 22, 84.1, 136-мĕш статйисенче каланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости