Пирус туртманнисен командинчен

Шупашкар районĕнче çуралман вăл, кунта та çитĕнмен. Яш ĕмĕрĕ те республикăн урăх кĕтесĕнче иртнĕ. Яваплăх туйăмĕ, шанăçа тÿрре кăларас тĕллев ĕçе пурнăçа юратнă пек юратма хистесен вара унпа çыхăннă пĕтĕм тĕнче Тăван çĕршыв пулса тăрать иккен.

Район администрацийĕн çумĕ – ертÿçĕн сылтăм алли. Сергей Ванюшкин та çак стереотипа пăсмасăр пиллĕкмĕш çул ку тивĕçре тăрăшать. Çакăнпа пĕрлех вăл – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн, темиçе комисси ертÿçи те. Йĕплесе те илме пултарать вăл, хытах калама та – çапах канаш ыйтма ун патнех пыраççĕ. Ăçтан çакăн чухлĕ ăс-хакăллăх мулĕ унра? Ларусен залĕнчен тухсанах профессионал футболистсемпе тан тренировкăсене çÿреме вăл вăй-хал ăçтан тупать?

– Сергей Алексеевич, районта сире чи малтанах ял хуçалăх тытăмне ăста ертсе пыракан пек пĕлеççĕ, сирĕн пек специалистсене ăçта хатĕрлеççĕ? Çакă професси-и, е пурнăçри тивĕç-и сирĕншĕн?

– Ку професси – пĕр çул ăс пухса илмеллискер мар. Пĕлмесĕр ĕçлеме те çук. Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен текен каларăш вырăнлă кунта. Эпĕ çуралнă чухне пирĕн ял Патăрьел районне кĕнĕ, каярах, районсене анлăлатсан эпир Каçал районĕнче пурăнма тытăнтăмăр – вĕсене пĕрлештерчĕç. Вăрнарти совхоз-техникумри агроном профессийĕ, паллах, маншăн чи пĕрремĕшĕ пулчĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухма, пурăнмалли кĕтес шырама вăхăт çитсен вара шăпа Шупашкар районне илсе çитерчĕ. Сортучастоксем республикăн кашни тăрăхĕнче тенĕ пекехчĕ. Çак тытăмрах Иккассинче вăй хурса пăхма сĕнчĕç. Пурăнмалли кĕтес те çакăнтах тупса пачĕç.

– Суйлама сĕннĕ тĕк паян та Шупашкар районнех килнĕ пулăттăр-и?

– Хама-хам ку ыйтăва нихăçан та паман. Анчах та ÿкĕнместĕп те.

– Селекци культурине сăнас тата сыхлас патшалăх комитечĕн инспектуринче ĕçлеме пуçланăранпа виçĕ теçетке çула хыçа хăвартăр. Хăвăр вăя районти Депутатсен 2-мĕш созыври пухăвĕн депутатĕнче те, Иккасси ял канашĕн председателĕнче те, Çырмапуç ял тăрăх пуçлăхĕнче те тĕрĕслерĕр. Тÿрĕ ыйтушăн ан çилленĕр те тархасшăн, анчах эсир ку тăрăхри халăхшăн пачах ют çын пулнă-çке-ха…

– 2000 çулсен варри. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлавсем пыраççĕ. Урăх нимĕнпе те çĕнтерейменнисем вараланчăк меслетсемпе кăна усă курма пултарнине çавăн чухне ăнлантăм. Сĕнÿ-канашпа пулăшакансем те пулчĕç. Вăя кăтартма, çине тăма тивнĕ тапхăр пулчĕ ку. Ун чухнех Атăл-Вятка патшалăх службинче пĕлĕве тăсма май тупрăм – патшалăх тата муниципаллă управлени специальноçне алла илтĕм.

– Сирĕн шутăрпа, ял хуçалăхĕнче паян чи пĕлтерĕшли мĕн?

– Чи кирли – тупăш. Анчах та унпа пĕлсе усă курмасан, ăна ÿстермелли вăхăта тĕп-тĕрĕс палăртмасан хушма мар, çухатма та пулать. Аш-какай туса илессипе кăна мар, сĕтпе те тупăш илме пулать. Çакна ăнланни сисĕнет, тавара хăйсем тĕллĕн вырнаçтаракан, унран общество апатланăвĕн вырăнĕсене те пахалăхлă продукци, брынза сыр, сăмахран, сĕнекен уйрăм çынсем районта та пур.

– Çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсенче эсир пуçтах ачасемпе çамрăксене яланах ваттисен сăмахĕсемпе ăс паратăр. Çак каларăшсене, сăмах çаврăнăшĕсене çырса пыратăр-и?

– Ку сăмахсем пурте манăн пуçра ачалăхранах çырăнса юлнă. Эпир улттăн пĕр тăван çитĕннĕ. Анне вилнĕ хыççăн пире аттен мăшăрĕ пăхса çитĕнтерчĕ. Вăл пире ваттисен сăмахĕсемпе ăс паратчĕ. Паян акă комисси умĕнче ачисене хÿтĕлекен ашшĕ-амăшĕ ыранах пулăшу ыйтма килет – вĕсене итлеттереймеççĕ иккен. Ачасен воспитанийĕ çине малтанах тарăнрах пăхмалла.

– Сирĕн шутăрпа, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни усал йăласенчен сирме пулăшать-и? Хăвăр вылякан «Чикагона» та çакăн пек хастар ачасене пухрăр-и?

– Ку футбол команди эпĕ ял тăрăх пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухнех çуралчĕ. Çамрăксене валли ун чухне Чăрăшкасси клубĕнче кăна ташă каçĕсем йĕркелетчĕç. Евгений Михайлов вăл вăхăтра Чăрăшкасси культура çуртĕнче ĕçлетчĕ. Çамрăксене пĕрле чăмăртас тесе вăл нумай çине тăчĕ. Ял тăрăхĕсене пĕлме-паллашма çапла футбол вăййин юлташла тĕл пулăвĕсене йĕркелеме пуçларăмăр. Районта виçĕ Чăрăшкасси. Çырмапуç тăрăхĕнчине «Чикаго» тетчĕç. Футбол команди те унăн ятнех илчĕ. Кунта вылякансенчен пĕри те пирус туртмасть.

– Ку кĕркунне-çулла эсир атта ураран ямарăр пулмалла? Администраци çуртне те унпах кĕрсе çÿреттĕр…

– Район территорийĕнче свалка чылай хушă йăсăрланчĕ. Пĕтĕм вăя ăна сÿнтерме ямалла пулчĕ. Администраци пуçлăхĕнчен пуçласа специалистсем, хăш-пĕр ял тăрăх пуçлăхĕсем – Апашăн, Çырмапуçăн – пушарпа кĕрешсе хастарлăх кăтартрĕç. Çак вăхăтрах хăй ирĕклĕ дружинăсенче тăракансем, вырăнти илпешсем, кÿкеçсем инкеклĕ лару-тăрăва айккинчен çеç сăнани, паллах, илемлех курăнмарĕ. Пушар умĕнхи çĕрле чи хытă кăшкăрнă митингçăсем тепĕр кунне пĕри те çукчĕ.

– Экологи пайĕн пуçлăхĕ пулнă май халăхăн тирпейлĕх культурине те хак парăр-ха…

– Контейнерсем вырнаçтарса çÿп-çап тиесе тухас йĕркене чи малтан Çырмапуç ялĕнче эпир усă курма тытăнтăмăр. Ял куç умĕнчех улшăнчĕ, çакă унăн çыннисене те килĕшме тытăнчĕ. Çын хыççăн çын тасатнипе тирпей тума çук.

– Шупашкар районĕнче ытти регионти муниципалитетсен ĕç-хĕлĕпе паллашас ырă йăла пур. Район делегацийĕпе пĕрле эсир те Пушкăрта, Завьяловски районне çитсе килтĕр. Тĕл пулу мĕнпе усăллă пулчĕ?

– Вăл ытларах тепĕр еншĕн усăллăрах иртрĕ-тĕр. Вĕсем акă старостăсен институчĕ пирĕн патра еплерех вăйлă аталаннине курса тĕлĕнчĕç. Шупашкар районĕнче граждансен хăйтĕллĕнлĕхне, вĕсен шухăшне шаннине кăмăллă палăртрĕç.

– Раççей Федерацийĕн вăрлăх çитĕнĕвĕпе сăнавне сыхлакан Патшалăх комисси инспектурин, Шупашкар районĕн Хисеп грамотисем тата 2008 çулта Ял хуçалăх çыравне ирттерес ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн панă медаль… Район аталанăвне мĕн тери пысăк тÿпе кÿнине шута илсен сирĕн наградăсен пухмачĕ чухăнрах пек туйăнмасть-и?

– Хамшăн-хам нихăçан та ыйтса курман. Кунта хамăн та айăп пур пулмалла – çине тăман. Ял тăрăх пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухнех ЧР Хисеп грамотине пама та тăратнăччĕ, кайран ĕç вырăнне улăштарнин сăлтавĕпе кандидатурăна сирчĕç.

– Куншăн ытлах пăшăрханмастăр пулас. Сирĕн тыл шанчăклă-и?

– Манăн ачасем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Хĕрача – эколог, хам çулпах кайрĕ. Ывăл электротехникăпа кăсăкланать. Çĕнĕ çул тĕлне тăваттăмĕш мăнука кĕтетпĕр. Ачасемшĕн нихăçан та пăшăрханман. Çемье пулăшман тăк çак йывăр ĕçе пĕччен пурнăçлайман та пулăттăм. Акă ял тăрăх пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне хам ĕçе вĕçлесе киле те çитеймен-ха, Лидия Витальевна вара хăйсен ыйтăвĕсемпе килекенсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ларатчĕ, итлетчĕ.

– Çĕнĕ çул тенĕрен… Çак уявсем сирĕн çуралнă кунпа тĕл килеççĕ. Вăрах каникулсене ăçта кĕтсе илме, паллă тума хатĕрленетĕр?

– Тăватă çул Çĕнĕ Çул каçне пĕрре те килте кĕтсе илмен. Кашнинчех «ăнать» – дежурствăна çак куна лартаççĕ. Кăçал та пулсан ăна килте кĕтсе илес шанăçа çухатмастăп. Ман шутпа, кашни çемьен кукăль шăршиллĕ, ача-пăча сассиллĕ ырă йăлисем пур. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче вĕсем çирĕпленĕç çеç – ĕненетĕп.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости