Пирĕн тухтăр Вера

Чаканарта тахçанах медпункт уçасшăн пулнă. 1940 çулти çуркунне Степан Фомиряков килĕн пĕр пÿлĕмĕнче уçнă. Эрнере виçĕ кун яла Ишек больницин врачĕсемпе фельдшерĕсем килсе çÿренĕ. 1941 çулта медпункта Камчаткăна тухса кайнă Степан Пучкаревăн пысăк пÿртне куçарнă. Ку çуртра вăрçа пула Украинăран тарса килнĕ çынсем пурăннă. Вăрçă вăхăтĕнче те медпункт хупăнман. Ишек больницин тухтăрĕсем яла килсе çÿресе чирлисене сыватнă.

Вăрçă чарăнсан яла фельдшер пулса ĕçлеме Лида ятлă вырăс хĕрĕ килнĕ. Вăл çамрăксене пухса тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма вĕрентнĕ. Унсăр пуçне вăл лайăх çĕленĕ. Çамрăксене те пирĕн киле пухса кĕпĕ-йĕм çĕлеме вĕрентетчĕ. Пирĕн аннен çĕвĕ машинки тата кăмрăкпа ĕçлекен утюг та пулнă. Ленинградра тăванĕсене тупсан Лида унта таврăннă.

Ун хыççăн яла Герман Васильевич Васильева ĕçлеме янă. Вăрçă витĕр тухнă салтак пирĕн ялта 1947-1950 çулсенче вăй хунă. Ун хыççăн Канаш медучилищине пĕтернĕ Çатра Марка каччи Валериан Мечов 6 çул хушши ĕçленĕ, Мария Пучкарева патĕнче хваттерте пурăннă. Çемье çавăрсан ĕçрен тухса Атăл леш енчи Дранка ялне пурăнма куçнă.

1956 çулта медучилище пĕтернĕ Тăрăн каччи Парфентий Егоров ялти медпунктра ĕçе кÿлĕнет. Ку вăхăтра сывлăх сыхлав çурчĕ Татьяна Крылова çуртне куçать (Совет урамĕ, 24). Çемье Тавда хулинчен таврăнсан медпункт Виктор Фомиряков патĕнче тĕпленет (Калинин урамĕ, 18). Викторăн ача нумай пулнă. Йывăрлăхсене пула медпункт вăхăтлăха Васса Силова çуртне куçать.

1960 çулта Иван Шашков хăйĕн çуртне сутса Шупашкара куçса каять. Колхоз председателĕ тăрăшнипе ку çуртра медпункт уçаççĕ. 1963 çулта Парфентий Егоров хулана пурăнма куçать, ун вырăнне Эмма Фирсова ĕçе вырнаçать. Вăл ялта 5 çул вăй хурать.

1968 çулхи июль уйăхĕнче Кăшавăш ял хĕрĕ медпунктра ĕçлеме пуçлать те мĕн пенсие тухичченех çакăнта вăй хурать. Вăл тăрăшнипе медпункт çуртне шыв, газ кĕртеççĕ, çурта хутса ăшăтма тытăнаççĕ. Вера Никитична Атамановăна ял çыннисем пирĕн тухтăр Вера теççĕ.

1998-1999 çулсенче Чанкасси хĕрĕ Эльза Ивановна Мочалова фельдшер пунктчĕн заведующийĕнче вăй хурать. Ун хыççăн Чаканара Кăрмăш хĕрĕ Калерия Петровна Иванова (Амосова) куçать. Вăл Ишлей шкулне пĕтерсен 4 çул бухгалтерта ĕçленĕ, анчах тухтăр пулас ĕмĕте манăçа кăларман. Медучилище пĕтерсен 3 çул Сывлăх сыхлав министерствинче вăй хунă. 1999 çулхи декабрьте Чаканарти ФАПра ĕçлеме пуçланă. 41 çул вăй хурса Калерия Петровна аслă категориллĕ фельдшера çитнĕ, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе ура çине тăратнă.

Анатолий Лепин, Чаканар

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости