Пĕрремĕш ăмăртура – юлашки

Çакă пĕтĕм пурнăçа çавăрса хума пултарать-и?

Ача чухне хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарасси пирки 23 çулти Оля Степанова шухăшламан. Атайкасси шкулĕнче кĕçĕн тата вăтам классенче ăс пухнă вăхăтра сывлăх енчен хавшакрах пулнипе физкультура урокĕсенчен хăтарни те пулнă. Çемьере пĕри те спортри ÿсĕмсемпе мухтанма пултарайман. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухма тĕллев лартнă хăй вăхăтĕнче пике. Çакă вара ытти çитĕнÿ патне те çитернĕ.

Вĕренÿре те, йышра та малта

Оля Атайкасси шкулне кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтерсен ШĔМ-ĕн Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалне кĕрет. Ăна хупсан Хусан филиалне куçăмсăр майпа вĕренме куçать, çав вăхăтрах куçăмлă майпа вĕренме кĕрсе МАДИ студентки пулса тăрать. Вĕренÿре кăна мар, обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрать вăл. Оля «Раççей – спорт çĕршывĕ» спорт форумне, Европăн çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ командăллă чемпионатне хутшăнса волонтер тивĕçĕсене пурнăçланă. Унсăр пуçне вăл аслă шкулти ушкăнри староста та пулнă.

Халĕ Оля студент ретĕнчен тухнă ĕнтĕ, икĕ аслă вĕренÿ заведенине те ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Пĕрне – хĕрлĕ дипломпа. Хăйĕн умне тĕллев те лартнă – полици ĕçченĕ пуласшăн.

Хăвăрт утас ăсталăха туптанă

Хăçан спортра пĕрремĕш утăмсем тума тытăннă-ха Оля? Шкулта вĕреннĕ чухне малтанах армспортпа туслашнине ас тăвать çамрăк. Кĕçĕн тата вăтам классенче ăна тухтăрсем чупма юраманни çинчен асăрхаттарнă. Кайрантарах физкультура учителĕ Николай Беляков явăçтарнипе район шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тытăннă, малти вырăнсене те йышăннă. 10-11-мĕш классенче вара çăмăл атлетикăпа туслашнă – чупма, хăвăрт утма тытăннă. Профессионаллă спорт пирки шухăшласах кайман-ха ун чухне, хĕрсен команди йышĕнче баскетбол, волейбол вăййисен ăмăртăвĕсене хутшăннă. МАДИ-не вĕренме кĕрсен армспорт енĕпе институт чысне хÿтĕленĕ.

Паян Оля – 10, 20 км-лă дистанцисене хăвăрт утассипе спорт мастерĕ. Шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăпа туслашни ăна çак енпе çирĕп утăмсем тума хавхалантарнă. Пушă вăхăтпа усă курса вăл сывлăха çирĕплетме, кĕлеткене кирлĕ шайра тытас тесе хулари хăвăрт утас енĕпе спорт шкулне пырса кĕнĕ. Ăна тренерсем асăрханă, профессионаллă утассипе хатĕрлеме пуçланă. «Пĕрремĕш кунах мана спортсменсемпе пĕрле сехет çурăлăх «уçăлса çÿреме» кăларса ячĕç. Ыттисенчен кая юлмарăм ун чухне. Тренерсем «нивушлĕ чупмасăрах ĕлкĕрсе пытăн» тесе тĕлĕнчĕç те», – каласа парать пике.

«Юлашки пулма юрамасть!»

Пĕрремĕш ăмăрту вара савăнăç илсе килмен. Тренировкăсем хыççăн 2 эрнерен 5 км-лă дистанцие парăнтармалла пулнă. «Ун чухне республикăра хăвăрт утас енĕпе ăмăртăвăн 4-мĕш тапхăрĕ пулчĕ. Эпĕ юлашкинчен утса тухрăм. Çакă мана малалла аталанма, ÿсĕмсем патне ăнтăлма темĕнле хăйнеевĕрлĕ пусăм пачĕ. «Капла юлашкинчен тухма юраманни пирки шухăшласа илтĕм», – уçрĕ кăмăл-шухăшне çамрăк. Çавăн хыççăн тренерсене пĕлтермесĕр Оля тренировкăсен вăхăтне те, хĕрÿлĕхне те ÿстернĕ. Лешсен вара вăл хăвăрт аталанса пынинчен тĕлĕнмелли кăна юлнă.

Пĕрремĕш ăнăçсăр ăмăрту çамрăк спортсмена çапса хуçман, пушшех, малалла аталанма туртăм панă. Тренировкăсем, çĕнтерÿ патне ăнтăлни ăнăçусем кÿме пуçланă. Çур çул хушшинче 5 км-лă дистанцире спорт мастерĕн кандидачĕн ятне хÿтĕлет Ольга. Çавăн чухнех тĕллев лартать: спорт мастерĕн ятне илмелле. Ăмăрту хыççăн ăмăрту… Хыçра тĕрлĕ хуласенчи тупăшусем – 5 км, 10 км, 20 км дистанцисем… Кăçал пике федерацин Атăлçи округĕн хăвăрт утассипе иртнĕ ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисен ретне кĕнĕ, ЧР кубокĕшĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕн 4 тапхăрне те хутшăнса пăхăр медале тивĕçнĕ. Февраль уйăхĕнче Сочи хулинче иртнĕ çăмăл атлетикăн Раççей чемпионатĕнче Оля 20 км-лă дистанцире спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

Чи лайăх кăтартăва çĕнетесшĕн

Мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнать-ха çамрăк? Спортра тата пысăкрах ÿсĕмсем тăвас шухăш-кăмăл пур-и? Е, ытти çамрăк хĕрсем ĕмĕтленнĕ пек, çирĕп çемье çавăрасси пирки ĕмĕтленет-и? «Спортри тĕллев маншăн – хамăн чи лайăх кăтартăва çĕнетесси. Профессионаллă спорта кĕресси пирки шухăшламастăп. Çемье пирки те, паллах, шухăшлатăп. Тренерсем те малтан çемье çавăрса сывлăхлă ача-пăча çуратма хистеççĕ. Кайран кăна спорта таврăнма сĕнеççĕ», – уçрĕ шухăш-кăмăлне пике.

Кашни çыннăн хăйĕн хыççăн ырă ят хăвармалла. Оля Степанова çамрăк спортсмен та, малашнехи пурнăçне профессионаллă спортпа çыхăнтармасан та, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех. Вăл лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлет. Ку – лайăх ен.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости