«Пĕрре кăна хĕвел çути курасчĕ…»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа çичĕ теçетке ытла çул иртрĕ пулин те вăрçă ахрăмĕ паян та сисĕнет. Хăйсен çывăх çыннисене çапăçу хирне ăсатнă амăшĕсем, мăшăрĕсем, ывăлĕ-хĕрĕ вĕсем каялла чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтсе куç­çулĕпе çăвăннă.

Урай Макаç­ри Валентин Павловăн ашшĕ те, Павел Михайлович Михайлов, вăрçă пуç­ланнă çулах çапăçу хирне тухса кайнă. 5 çул паттăррăн çапăç­нă вăл Украинăн 2-мĕш фронтĕнче, артиллерист пулса Германиех çитнĕ. Вăрçă чарăнас умĕн аманса суккăрланнă – çакна ас тăвать ывăлĕ ашшĕ каласа панинчен. «Пĕр çапăçура те снаряд çурăлнипе, те бомба ÿкнипе хум пĕр лакăма йăтса печĕ, тăпра хупласа хучĕ. Тухасшăн тапаç­ланатăп – тухаймастăп. Юлташсем чавса кăларчĕç. Ун чухне хĕвел çутине кăштах кураттăм», – çапла аса илсе каласа панă Павел Михайлович хăйĕн çывăх çыннисене. Ун чухнехи медицина вăйлă аталанайманни те витĕм кÿнĕ-тĕр – пĕр куç­ран аманнăскер часах сĕм-суккăр пулса ларнă. «Пĕр кун кăна çут тĕнчене, хĕвел çутине курасчĕ», – çапла ĕмĕт-шухăшпа пурăннă вăл юлашки сывлăшĕ тухиччен. 71 çулта çĕре кĕнĕ Тăван çĕршыва чысне чи йывăр çулсенче хÿтĕленĕ салтак, ывăлĕн асĕнче вара ĕмĕрĕпех упранĕ.

Ашшĕн сăнне пысăклатса тунă портретпа Валентин Павлов çулсерен «Вилĕмсĕр полк» йышне хутшăнать. Кампа мăнаç­ланмалли пур унăн – ашшĕне вăрçăра паттăррăн çапăç­нăшăн 2 хутчен «Слава» орденпа чысланă. Ашшĕн шăллĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, анчах çапăçу хирĕнчен таврăнма тÿр килмен ăна. 1939 çулта хĕсмете лекнĕскер тăван килне çитеймен, вăрçă пуç­ланнă çулах пуç­не хунă. Унăн ячĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă ялти палăк çинче çырăннă.

Валентин Павлов кашни çулах Çĕнтерÿ тата Асăнупа хурлану кунĕсенче ашшĕ ятне çырнă гранит плита умне килет, чĕрĕ чечексем хурать, шăппăн тăрса ашшĕпе «калаçать».

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости