Пÿлме тулли

Кăçал республикăра, çĕршыври пекех, ял хуçалăхĕн пур таварĕн тухăçлăхĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пуласса кĕтрĕç. Отрасльте вăй хуракансен шанăçĕ тÿрре тухрĕ – Чăвашстатăн малтанхи кăтартăвĕсемпе, кăçал республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем 609,2 пин т тĕш тырă çапса илнĕ. Ку – юлашки 15 çулти чи пысăк кăтарту.

Специалистсем тухăçлăха тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿнине палăртаççĕ: кĕрхи культурăсем ăнăçлă хĕл каçни, çуркуннехи-çуллахи вегетаци тапхăрĕнче çанталăк лайăх условисемпе савăнтарни, хуçалăхсем ĕçре çĕнĕ йышши технологисемпе хастар усă курни, пĕлтĕрхипе танлаштарсан нумайрах çĕр лаптăкĕ çинче ака-суха ирттерни. Пахча çимĕç туса илессипе те кăтартусем начар мар – 175,5 пин т тухăçлăх. Ку та юлашки çулсенчи чи пысăк кăтарту.

Республикăри хăш-пĕр районта кăтартусем нихçанхинчен те пысăкрах пулсан, районти лару-тăру пирки апла калама май çук. Калча вăй илсе пынă вăхăтра çумăр çуманни, хуçалăхсем агротехникăна пăхăнмасăр ĕçлени – çак сăлтавсене палăртаççĕ ял хуçалăх уйрăмĕнче. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем пур вăй-хăватпа ĕçлейменни те витĕм кÿчĕ. Районти хуçалăхсем 13814 га çинче 30 пине яхăн т (2015 ç – 34 пин т) тырăллă тата пăрçаллă культурăсене вырса илнĕ. Вăтам тухăç – 22,1 ц. Чи пуян пÿлмеллисем – «Чурачикское» ОАО (4895 т), «Атлашевский» СХК (4290 т). 3 пин т ытла тырă тĕшĕлесе кĕртекенсем – Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз (3434 т), «Приволжское» ОАО (3068 т). Хуçалăхсем 4170 га çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă, 7767 га çинче кĕрхи суха ирттернĕ.

Кĕрхи çумăрлă çанталăк пахча çимĕç лартса ÿстерекенсене самай нуша кăтартрĕ. Çапах та районти хуçалăхсем 107 га çинчи 1743 т çĕр улмие пухса кĕртме вăй çитерчĕçех. Тухăçлăх – 175 ц. Ытти пахча çимĕçе 1307 т пухса кĕртнĕ.

Паянхи куна Чăрăшкасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă «А.Гарт» ООО çĕр лаптăкĕсем çинче хĕвелçаврăнăш юлнă, ăна çуркуннепе пуçтарма палăртаççĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости