Район историйĕ

сăн ÿкерчĕксенче

Шупашкар районĕ 90 çул тултарнине халалланă мероприятисем районта черетленсе кăна тăраççĕ. Июнĕн 6-мĕшĕнче Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Шупашкар райисполкомĕн пĕрремĕш председательне Илья Николаевич Яштайкина халалланă сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.

Шупашкар райадминистрацийĕн культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова курава уçнă май музей хăнисене районти 172 ял-салара 62 пин ытла çын пурăнни пирки каласа кăтартрĕ. Ку хутĕнче музей элĕксене йышăнчĕ. Ытти районтан Шупашкар районĕ культура учрежденийĕсен шучĕ нумайрах пулнипе те уйрăлса тăрать. Шупашкар райисполкомĕн пĕрремĕш председателĕ Илья Николаевич ăслă, яваплă пулнине, хăйĕн ĕçне аван пĕлнине палăртрĕ вăл. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Тĕнчипе палăрнă çынсен хушшинче Шупашкар район çыннисем нумаййи пирки каларĕ Маргарита Яковлевна.

Музей фончĕн управçи Оксана Ижедерова экскурси ирттерчĕ, Илья Яштайкин биографийĕпе паллаштарчĕ. Курма килнисем ăна тимлĕн итлерĕç. Илья Николаевич Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă. 30 çул тултаричченех ăслă пĕлÿ илнĕ вăл. 1908-1912 çулсенче Варшавăри император университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1914 çулта ĕç çулне преподавательтен пуçланă. 1920-1922 çулсенче Чăваш автономи облаçĕн халăх вĕрентĕвĕн облаçри уйрăмĕн пĕрремĕш заведующийĕ пулнă. Шупашкар райисполкомĕн пĕрремĕш председателĕ пуличчен вĕрентÿ сферинче вăй хунă. Районта çулталăк (1927-1928 çулсем) ĕçленĕ хыççăн Мускавра, Канашра, Саратовра, Хĕрлĕ Чутайра вĕрентÿ сферин ертÿçисенче тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл шкулта учительте ĕçленĕ чухне ачасемпе пĕрле уя тухса пучахсем пуçтарнă.

1944 çулта Илья Яштайкина Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕн ятне панă. Хăйĕн юлашки çулĕсене вăл Мускаври ваттисен интернатĕнче ирттернĕ. Илья Яштайкин, аслă пĕлÿллĕ пулнăскер, пурнăç тăршшĕпех педагогсем валли шкулсем уçса, вĕрентекен пулса ачасене пĕлÿ пама тăрăшнă.

Оксана Ижедерова патшалăх ĕçченĕн пурнăçĕпе паллаштаракан сăн ÿкерчĕксен тата докуменсен копийĕсене 2004 çулта унăн тăванĕ Владимир Немешкин панине пĕлтерчĕ. Куравра Илья Яштайкин хĕрĕ Татьяна патне интернатран янă çырăвĕсене, çемйин сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать.

Çак кун музей хăнисем «Шупашкар район летопиçĕ» сăн ÿкерчĕксен курав залĕнче район историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе, хăш-пĕр предприяти аталанăвĕн хроникипе, культура, спорт мероприятийĕсемпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксене тăратнă. Районти тĕрлĕ ял-сала пирки çырнă кĕнекесене те алла тытса пăхма май пур кунта. Элĕк район хăнисем Шупашкар район энциклопедине курсан хăйсем те çакăн пек энциклопедие пичете хатĕрленине пĕлтерчĕç.

Курав июнĕн 15-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Анжелика Фадеева

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости