Раштав çăлтăрĕ айĕнче

Январĕн 17-мĕшĕнче Çĕктер поселокĕнче пирвайхи хут «Раштав çăлтăрĕ айĕнче» уçă фестиваль иртрĕ. Уява Сăваплă ĕçсем тăвакан Николай (Николай Чудотворец) храмĕн прихучĕ йĕркелерĕ.

Фестивале тĕплĕ хатĕрленнĕ, залта куракансене валли тенкелсем лартса тухнă. Уява Ирина Беспаловăпа Анастасия Самакова ертсе пычĕç. Зал лăк тулли пуçтарăнчĕ – ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, хăнасем.

Фестивале Хыркасси салин настоятелĕ Николай Атте пил парса уçрĕ. Пухăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, прихут канашĕн председателĕ Николай Сурков тата ыттисем ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Фестивальте «Палан» тата «Шурăмпуç» вокал ансамблĕсем, «Радуга» тата «Маленькие звезды» ача-пăча вокал ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вырăс тата чăваш юррисене шăрантаракансене куракансем алă çупса хавхалантарчĕç. Фестивале хутшăннисене Николай Сурков Сăваплă ĕçсем тăвакан Николайăн пĕчĕк турăшĕсене валеçсе пачĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости