Редакторĕ мĕнле – коллективĕ те çапла

Асăннă рубрикăна вĕçлесе халĕ тĕп редакторта вăй хуракан Татьяна Геннадиевна Вашуркина çинчен пырĕ паян сăмах.

Татьяна Вашуркина 1982 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче Шăмăршă салинче çуралнă. 1999 çулта Шăмăршăри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне ăс пухма кĕнĕ.

Çырас туртăм унăн шкулта вĕреннĕ чухне пуçланнă, 8 çултах пĕчĕк хĕр сăвăсем калăпланă, Шупашкарта тухса тăракан «Школьники» кăларăмпа тачă çыхăну тытнă, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра заметкăсем пичетленĕ. Районта иртекен сăвăçсен конкурсĕсенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, шкул хыççăн диктор пулма ĕмĕтленнĕ.

Татьяна Вашуркина журналистикăна пурнăçĕнчи тĕп ĕç тăвас тĕллевпе 1999 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕрет. Кунта ăс пухнă вăхăтра хастарлăх кăтартать: наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Университетра вĕреннĕ çулсенче вăл çырнă очерк «Их подвиг бессмертен» (редакторĕ И.Я. Тенюшев) сборникре пичетленсе тухать. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне республикăра тухса тăракан «Кладовая природы» хаçатра корректор пулса вăй хурать. Çав вăхăтрах республикăри «Чувашия» радиопа телевидени компанине штатра тăман корреспондент пулса вырнаçать. Çак ĕçре хăйне пултаруллă репортер пулнине çирĕплетсе парать, пĕр кунра икĕ чĕлхепе тăватă репортаж таран хатĕрлеме ăсталăх çитерет.

2005 çулта Татьяна Геннадиевна пурнăçĕнче улшăну пулса иртет. Çак çулхи август уйăхĕнче «Чувашская энергосбытовая компания» ОАО пресс-службине общественноçпа, МИХсемпе çыхăну тытакан специалиста вырнаçать. Çак ĕçре вăл пĕр улшăнмасăр 2012 çулччен ĕçлесе пултаруллă та тăрăшуллă специалист пулнине кăтартса парать. Палăртса хăвармалла, вăл вăй хуракан пресс-служба Раççей шайĕнче малтисен ретĕнче тăнă, тĕрлĕ конкурсра призер вырăнĕсене йышăннă.

2012 çулта пурнăç кустăрми ăна Шупашкар районне илсе çитерет. Журналистика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскере, опыт пухнăскере «Тăван Ен» хаçатăн пуçласа йĕркеленнĕ сайт редакторне, виçĕ уйăхран тĕп редакторĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетеççĕ, каярахпа тĕп редактора, паянхи кунчченех вăл район хаçачĕн ĕçне йĕркелесе пырать.

Хальхи саманара рынок системи хуçаланнă тапхăрта район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулса ĕçлеме çăмăлах мар. Апла пулин те Шупашкар район хаçачĕн иккĕмĕш хĕрарăм-редакторĕ Т.Г. Вашуркина çухалса каймасть. Малтанхи кунранах яваплăха туйса ĕçлеме тытăнать. Çакă ăна çитĕнÿсем тума май парать те. Вăл редакторта ĕçленĕ çулсенче «Тăван Ен» хаçат ĕç-хĕлĕнче чылай лайăххи пулса иртет. Кĕске вăхăтра хаçат сайчĕ йĕркеленет. Хальхи вăхăтра сайт массăллă информаци хатĕрĕсен сайчĕсенчен чи оперативли шутланать. Хаçат тиражĕ çулсерен ÿссе пырать. Çакна тума хаçат тавра тĕрлĕ мероприятие ĕçе кĕртни чылай пулăшнă. Тĕслĕхрен, редакци хаçат çырăнтарас тĕлĕшпе Ишлей райповĕпе килĕшÿ туни, почтальонсен хушшинче ытларах хаçат çырăнтарас тĕлĕшпе конкурс йĕркелени, вулакансен хушшинче лотерея вылявне йĕркелени. Хальхи вăхăтра редакци экономикăпа финанс тĕлĕшĕнчен тупăшлă ĕçлет. Çитĕнÿсем, паллах, хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Г. Вашуркина яваплăха туйса ĕçленинчен нумай килет.

2013 çулта «Тăван Ен» хаçат «Золотой фонд прессы» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çак ята 2014-2016 çулсенче те сыхласа хăварнă. Юлашки виçĕ çулта хаçат ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грантне тивĕçнĕ – пурĕ 550 пин тенкĕ. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн, ЧР Çут çанталăк, ЧР Шалти ĕçсен министерствисен дипломĕсене тивĕçнĕ. Кăçал наци ĕçĕсемпе ĕçлекен федераци агентстви «Тăван Ен» хаçата Раççейре наци чĕлхисемпе тухса тăракан паллă МИХсем шутне кĕртнĕ. Кунсăр пуçне район хаçатне çĕршыври журналистсем те пĕлме пуçланă, редакцире подписчиксемпе ирттерекен ĕçсем пирки Раççейри «Журналистика и медиарынок» журналта тăтăшах статьясем пичетленеççĕ. Çаксене пурне те Татьяна Геннадиевна коллективăн çитĕнĕвĕ тесе йышăнать. «Редакцири кашни сотрудник питĕ хаклă, пĕр шухăшлă пулса ĕçлени кăна лайăх кăтартусемпе палăрма пулăшать», – тет вăл редакци ушкăнĕпе мăнаçланса. Редакторĕ мĕнле, коллективĕ те çапла ĕнтĕ. Пултарулăхпа тăрăшулăх кăтартса ĕçленĕшĕн Татьяна Вашуркинăна тав хучĕсемпе, 2015 çулта ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Сăмах май

Район хаçачĕ 85 çул тултарнине кĕтсе илнĕ май 1959 çултанпа паянхи кунччен «Тăван Ен» хаçатăн редакторĕсем камсем пулнине палăртса хăвартăмăр. «Хаçат юбилейĕ умĕн» рубрика вĕçленчĕ.

Вĕсем пирки материалсем шыранă май хам аса илнисемпе тата тĕрлĕ çăл куçпа усă куртăм пулин те чи кирлине шырама çăмăлах пулмарĕ. Çав вăхăтрах пулăшакан та сахал марччĕ.

Пĕрремĕш пулăшăва В.П. Петровăн халĕ Кÿкеçре пурăнакан çамрăк тăванĕ Лидия Анатольевна Григорьева пачĕ. Вăл Василий Петровичăн ĕç кĕнекине, çар билетне тата В. Виноградăвăн «Анкарти хыçĕнчи шур сирень» кĕнекене мана шанса панине кура 1959-1962 çулсенче район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ В. Петров çинчен анлă çырса кăтартма пултартăм.

Иккĕмĕш пулăшакан Г.С. Мальцевăн халĕ республика хаçатĕнче фотокорреспондент пулса вăй хуракан ывăлĕ Олег Мальцев пулчĕ. Вăл кирлĕ документсене алла тыттарнине пула унăн ашшĕ çинчен пысăк калăпăшлă, анлă содержаниллĕ статья пичетлесе кăларма май килчĕ.

Пулăшакансем татах та тупăнчĕç. 1995-2002 çулсенче район хаçачĕн редакторĕ пулса тимленĕ Юрий Листопад та пысăк пулăшу пачĕ. Вăл хăйĕн çинчен каласа паракан материалсемпе тивĕçтернипе пĕрлех ытти редактор çинчен материалсене шырамалли майсене кăтартса пачĕ. Çапла майпа вара ман ĕç чылай çăмăлланчĕ.

Хăй вăхăтĕнче редакторта ĕçленĕ И.М. Михайловăн, В.Г. Сорокинăн мăшăрĕсемпе Зоя Петровна Михайловăпа тата Полина Алексеевна Сорокинăпа куçа-куçăн курса калаçни усăллă пулчĕ. Çавăн пекех Б.Б. Чиндыковпа, редакторта ĕçленĕскерпе, тÿррĕн курса калаçни те ăнăçу кÿчĕ.

Хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче фотокорреспондент пулса тимленĕ Г.В. Семенов тата районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçинче чылай çул вăй хунă Л.П. Пахомов панă сведенисем те усă кÿчĕç.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИсвежсве

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости