Репресси органĕ мар, тÿлевсĕр адвокат

Çум çаккипе тĕрме пирки аса илме хушмасть вырăс халăх каларăшĕ. Суд сакки çине кирек кам та ларма пултарать: пурнăç мĕн хатĕрленине пире маларах никам та пĕлтерсе тăраймасть. Пĕр йăнăш утăм – закон чаракĕ урлă ярса пуснă çыншăн вара йĕплĕ хÿме леш енче пачах урăхла пурнăç пуçланать. Хăнăхнă пурнăçран хупă «тĕнчере», тăвансенчен, адвокатран аякра, тĕрме-колони ĕçченĕсен пăхăнăвĕнче ăна хăй тĕллĕн хÿтĕлеме те ансат мар. Чылай чухне унта айăплав вăхăчĕ вăраха тăсăлнисем хăйсен «законĕсене» кĕртме тытăнаççĕ. Пирĕн черетлĕ çавра сĕтел хăни – Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче айăпланнисен прависене хÿтĕлессине асăрхаса тăракан Шупашкар прокурорĕ Петр ФИЛИППОВ. Мĕнлерех-ха вĕсем, айăплав вăхăтне йĕплĕ хÿме леш енче ирттерекенсен прависем, тивĕçĕсем, мĕнлерех ÿкерчĕк тухса тăрать тĕрĕслев органĕ çăхав тăрăх вырăна çитсен – çакăн пирки сăмах пуçаратпăр.

– Петр Петрович, сирĕн ĕç фрончĕ – ирĕклĕхсĕр хăварнă вырăнсем. Ытти прокуратура органĕсенчен сирĕн тивĕç тата мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче айăпланнисен прависене хÿтĕлессине асăрхаса тăракан Шупашкар прокуратури ятарлă прокуратура шутланать. Унăн тĕп тĕллевĕ – республикăра айăплава пурнăçлакан юсану учрежденийĕсенче закона мĕнле пурнăçланине асăрхасси. Анчах та çакă прокурор ĕçĕ уголовлă айăплав кодексне пăхăнассине сăнаса тăнипе кăна вĕçленнине пĕлтермест. Эпир санитари правилисем, ĕç, бюджет законодательствисем, коррупцие, монополие хирĕç законсем тĕлĕшпе те сыхă.

– Айăпланнисен прависемпе пĕрлех тивĕçсем те пур. Айăплав вăхăтне юсану учрежденийĕнче кĕрĕк арки йăваласа ирттермелле мар-çке вĕсен. Ĕç – юсанăвăн чи ăнăçлă çул-йĕрĕ.

– РФ Уголовлă айăплав кодексĕн 103 статйи айăпланнă кашни çынна юсану учрежденийĕ палăртнă вырăнта вăй хума хушать. Ку вăл – конституци прави мар, тивĕç! Çакăншăн яваплăх учреждени администрацийĕ çине те тиенет, хĕрарăм е арçын, çулсене кура шăпах вăл ĕçлеттерме тивĕç. Çакă 60 тултарнă арçынсемпе 55-рен иртнĕ хĕрарăмсене, 1 тата 2 ушкăн инваличĕсене кăна тивмест. Юлашкинчен асăннисем РФ Инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ пирки калакан законпа килĕшÿллĕн хăйсен ирĕкĕпе çеç ĕçлеме пултараççĕ. Республикăри юсану учрежденийĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ юлашки канашлура ирĕклĕхсĕр хăвармалли вырăнсенче преступленисен шучĕ ÿсни пирки сăмах пычĕ. Ĕçпе тивĕçтернĕ айăпланнисен йышне ÿстерессине учрежденире дисциплинăна çирĕплетмелли пĕртен-пĕр çул-йĕр тесе йышăнтăмăр: ĕçлеме хирĕçленĕ кашни тĕслĕхре айăпланнисене тытса тăрассипе, апатлантарассипе çыхăннă тăкаксене хăйсенчен шыраса илес ыйтăва çĕклерĕмĕр. Çавăн пекех айăпланнисен професси пĕлĕвĕ те илмелле, вĕренмелле, кун йĕркине кĕртнĕ воспитани мероприятийĕсене хутшăнмалла. Анчах та законăн çакăн пирки калакан пункчĕ те кашни учрежденирех ĕçлемест. Арçынсен 6-мĕш юсану колонийĕнче иртнĕ тĕрĕслев айăпланнисен професси пĕлĕвĕ илес ирĕкне пур чухне те шута хуманнине кăтартса пачĕ. Шупашкар районĕнчи Толикасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă учрежденире айăплав вăхăтне ирттерекен 6 çынна кунта куçăн мар майпа пĕлÿ пама Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн вĕренекенĕсен шутне кĕртнĕ. Анчах та прокуратурăн тĕрĕслев материалĕсенчен арçынсем унта вĕренменни паллă. Вăтам професси пĕлĕвĕн вĕрентÿ программисем тăрăх патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕн йĕркине пăсса 2014 çулта, арçынсене «техникума илнĕренпе» 4 çул иртсен, вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ хайхи арçынсене диплом тата квалификаци парасси пирки хушу кăларнă. Ку документра уголовлă айăплав вăхăтне ирттерекен ултă студент вĕрентÿ программине пурнăçланине кăтартни чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Агроном квалификацине тата çакна çирĕплетекен диплома вĕсене мĕне кура панă — паллă мар.

– Бюджета сăтăр кÿрекен тÿнтерле ĕç-пуçа çичĕ çултан мĕнле майпа уçăмлатма май килчĕ-ха?

– Техникум директорĕ должноç полномочийĕсемпе киревсĕр шухăшпа усă курни обществăн тата патшалăхăн законпа хÿтĕленекен интересĕсене тÿрреммĕнех пырса тивет. Кунашкал киревсĕрлĕхе асăрхамасăр иртме май çук. Çавăнпа та шанманлăх палăрсанах тĕрĕслев пуçартăмăр. Кадрсем хатĕрлессипе сăлтавласа патшалăх хыснинчен илнĕ укçа-тенке çилпе вĕçтернĕ пекех çакă. РФ УПК 37 статйипе килĕшÿллĕн прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсене следстви органĕсене ярса патăмăр. Вĕсем тăрăх техникум директорĕ тĕлĕшпе РФ УК 285 статйин 1-мĕш пайĕпе (должноç полномочийĕсемпе чикĕрен иртсе усă курни) уголовнăй ĕç пуçарнă.

– Кашни юсану учрежденийĕнчех РФ Юстици министерствин хушăвне пăхăнса çирĕплетнĕ шалти кун йĕркин правилисем пур. Вĕсене пурнăçламанни айăпланнисемшĕн мĕнпе вĕçленме пултарать?

– Выговор, дисциплина штрафĕ, 15 талăклăх штраф изоляторĕ (ШИЗО), ултă уйăхлăх камерăллă пÿлĕм – йĕркене пăсакансене явап тыттарма яваплăх виçи тĕрлĕрен. Ăна куллен пăсакансене суд йышăнăвĕпе чылай çирĕпрех режимлă колонисене, тĕрме таранах, куçарма пултараççĕ.

– Мероприятисене куллен хутшăнакансене, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене хавхалантараççĕ-и?

– Çакăн пек чухне вĕсем айăплав вăхăтне учрежденирех çăмăллатнă условисенче ирттерессе шанма пултараççĕ. Кунта тĕл пулу вăхăчĕ те, передача виçи те ытларах. Кĕске отпуск та пама пултараççĕ. Вĕсем хăтлăрах пÿлĕмсенче пурăнаççĕ.

– Йĕплĕ хÿме леш енчи пурнăç, кирек хăш вăхăтра ÿкернĕ кинофильма ĕненес пулсан та, «дедовщинăллă» çар пурнăçне аса илтерет. Пирĕн республикăра айăпланнисен хутшăнăвĕсем мĕнле йĕркеленеççĕ-ха? Учрежденин вĕсем пĕр-пĕрне хĕсĕрленипе кĕрешмелле-и?

– Администрацин айăпланнисен хушшинчи ăнланманлăха, курайманлăх палăрăмĕсене сирес тĕлĕшпе çакна асăрханă хыççăн тăхтамасăр мерăсем йышăнмалла. Унсăрăн çакă пысăк хирĕçтăрусене çаврăнма та пултарать. Мĕскĕнленекенсем хĕсĕрлекенсене тавăраççĕ, çакă вара çĕнĕ инкексемпе тата преступленисемпе хăрушă. Çавăнпа та йĕрке тăвассине айăпланнисен йышĕнчи «авторитетсене» шаннине эпĕ сивлетĕп кăна мар, айăплава пурнăçлакансене çакăншăн явап тыттармалла тесе шухăшлатăп.

– Хăйĕн хăрушсăрлăхĕшĕн мĕнле майпа тăрăшма пултарать айăпланакан?

– Судпа айăпланнисен хăйсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ирĕк пурри пирки РФ Уголовлă айăплав кодексĕнче каланă. Çакăншăн пăшăрханма сăлтав пулсан вăл учрежденире вăй хураканран çырса пулăшу ыйтма пултарать. Должнăçри сăпат тăхтамасăр мерăсем йышăнма тивĕç. Учреждени пуçлăхĕ çак заявлени тăрăх айăпланакана нимĕн те хăратман вырăна куçарать.

– Çав вăхăтрах учрежденири чылай пăтăрмах, лару-тăру пирки пысăк инкек сиксе тухсан тин пĕлетпĕр. Республикăри учрежденисенче закона пăснине пытарнă тĕслĕхсем пулнă-и?

– Юсану учрежденийĕн кашни пулнă е пулма пултаракан преступление регистрацилемелле. Апла пулин те уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмра дознанин ятарлă тытăмĕсем çуккине кура вĕсен çак ĕçе йĕркелеме полномочи çук. Эппин, преступление пăхса тухса йышăну тума пултараймаççĕ. Анчах та çакăн пирки пĕлтернине йышăнма тивĕç. Виçĕ талăкран кая хăвармасăр тĕрĕслев хыççăн ăна шалти ĕçсен органне е следстви комитетне çитермелле. Çакăн пек тĕслĕхсене пытарма хăтланса вĕсен пуçлăхĕсем йăнăшаççĕ кăна. Курмăш пулса ирттернĕ пĕр преступлени теприне çуратма пултарать. РФ Генеральнăй прокурорĕн хушăвне пурнăçласа ятарлă прокуратура кашни уйăхрах учрежденисен оперативлă уйрăмĕсен процессуаллă ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен пĕри 3-мĕш колонире айăпланакан аманнипе çыхăннăччĕ. Колони пуçлăхĕн çумĕ ăна улталаса тата шантарса сулахай куçне хăй ÿксе амантни пирки калама ÿкĕте кĕртнĕ. Спецпрокуратура следстви органĕсене явăçтарса пуçарнă тепĕр тĕрĕслев арçынна пĕр отрядра пурăннă тепĕр айăпланнăскер амантнине кăтартса пачĕ. Ăна çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн РФ УК 115 статйипе, колони пуçлăхĕн çумне должноç полномочийĕсемпе усал шутпа усă курнăшăн РФ УК 285 статйипе явап тыттарнă.

– Йĕплĕ хÿме леш енче усă курма чарнă япаласем пур. Апла пулин те телефон кăна мар, наркотик хутăшĕсем илсе кĕнĕ тĕслĕхсем пирки те пĕлетпĕр эпир. Закона мĕнле майпа çаврăнса иртме май тупаççĕ-ха айăпланнисем?

– Кунта чи малтанах айăпланнисемпе юсану учрежденийĕсенче вăй хуракансен службăпа çыхăнман нимĕнле хутшăнусем те пулма юраманни пĕлтерĕшлĕ. Наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртассине тата уçса парассине вăйлатасси республика прокуратуринче иртнĕ оперативлă канашлура тĕп тема пулчĕ. Наркотик сарнăшăн айăпланнисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене пытарнă вырăнсене шыраса тупас енĕпе мерăсем йышăнмалла. Телефон пирки калас пулсассăн – ăна илсе кĕрсе теветкелленме кирлех-ши? Айăпланнисен çыру çÿретес правине никам та пăрахăçламан. Цензура тĕллевĕпе те учреждени администрацийĕ ăна виçĕ талăкран ытларах тытса тăма пултараймасть. Суда, прокуратурăна, айăплава пурнăçлакан управленин çÿлти органне, РФ Этем правипе уполномоченнăй патне, РФ законĕпе, Этем правипе Европа сучĕ йĕркеленĕ обществăлла сăнав комиссине яраканнисене вара пачах та тĕрĕслеме ирĕк çук. Çакна пурнăçланисене те сăнатпăр. Кунсăр пуçне тĕл пулусене колонире те ирттеретпĕр. Унта вара куçа-куçăн калаçма та май пур. Прокуратура ĕçченĕсене кăра, репресси органĕ пек йышăнасси аякра юлчĕ, эпир паян чылайăшĕшĕн тÿлевсĕр адвокат пекех.

Цифрăсен чĕлхипе

Паян Чăваш Енре 9 юсану учрежденийĕ шутланать. Вĕсенчен 1 – колони-поселени, пĕтĕмĕшле режимлă 4 колони, 3 – çирĕп режимлисем, 1 – сиплевпе юсану учрежденийĕ.

Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче айăпланнисен прависене хÿтĕлессине асăрхаса тăракан Шупашкар прокуратури кăçалхи 10 уйăхра юсану колонийĕсенче 102 тĕрĕслев йĕркеленĕ, вĕсенче йĕркене пăснă 292 тĕслĕхе тупса палăртнă. Айăпланнисен ĕç хăрушсăрлăхĕнчи, санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи, суд йышăнăвне пурнăçласа сăтăршăн саплаштарма укçана шыраса илес прависене хÿтĕлесе суда 8 тавăç тăратнă.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости