Сип­леве те, суй­ла­ва та – пĕр çур­та

«Тă­ван Ен» ху­та кĕ­нĕ хыç­çăн ва­ра ла­ру-­тă­ру тĕ­пĕ-­йĕ­рĕ­пе ул­шă­нĕ

Шту­ка­тур ал­ли çи­тей­мен вы­рăн­се­не, çу­рăк­се­не кун­та мач­ча пли­ти­сем­пе хуп­лаç­çĕ. Сап­лăк­сем каш­ни пÿ­лĕм­ре те­нĕ пе­кех. Вен­ти­ля­ци вы­рăн­не – мач­ча­ран шă­тар­нă шă­тăк. Йĕ­пе-­са­пал­лă çан­та­лăк­ра, юр ирĕл­нĕ чух­не урай­не яла­нах пĕр-пĕр савăт лар­таç­çĕ – шыв ун­та тум­лать. Каш­ни суй­лав умĕн – вĕ­сем ва­ра хальч­чен çа­кăн­та ирт­нĕ – фельд­шер­па аку­шер пунк­тĕн­че юсав ĕçĕ­сем ирт­тер­ме шан­та­раç­çĕ. Ан­чах та ку шем­шер­сем­шĕн ти­нĕс хĕр­рин­че çан­та­лă­ка кĕт­се лар­нă пе­кех ту­йăн­ма ты­тăн­нă.

В­лаç­сем шан­тар­ни­не çил­пе вĕç­тер­ни­не ку­ра çап­ла ка­лаç­çĕ кун­та. 96,9 тă­ват­кал метр лап­тăк­лă ФАП çурт­не 1980-­мĕш çул­та ту­са ларт­нă. Вă­хăт ирт­нĕ­çе­мĕн çур­ка­лан­нă сте­на­се­не ва­ра ниеп­ле те хă­нăх­ма çук – хĕл­ле хăй­сем пир­ки аса ил­те­реç­çех.

2012 çул­та, ФАП заве­дую­щи­йĕ Люд­ми­ла Фе­до­ро­ва ре­монт­шăн çи­не тă­ни­не ку­ра, юсав ĕçĕ­се­не вал­ли ти­нех ук­çа уйăр­ма йы­шăн­нă. Под­ряд­чик те туп­нă. Ан­чах шăп çа­вăн чух­не ра­йон­ти тĕп боль­ни­цăн хи­рур­ги уй­рă­мĕ «и­шĕл­ме пуç­ла­нă» – ук­çа­на вас­кав­лăн урăх тĕл­лев­пе усă кур­мал­ли­не ун чух­не çа­кăн пек ăн­лан­тар­нă.

Ял çын­ни­се­не дис­пан­се­ри­за­ци тух­ма кун­та уй­рăм пÿ­лĕм­сем те пур. Çав шут­рах ги­не­ко­ло­ги пÿ­лĕ­мĕ те. Люд­ми­ла Его­ров­на территорире çул­та­лăк тул­тар­ман икĕ ача пур­ри­не пĕл­тер­чĕ – ял çам­рăк­ла­нать эп­пин. Ав­густ уйă­хĕн 9-­мĕ­шĕн­че – пĕр кун­та – Шем­шер­те 80 çын флюо­рог­ра­фи тух­нă. Уйăх­ра 250-­ран са­хал мар çын­на йы­шă­нать кун­та Люд­ми­ла Его­ров­на. Хăй тĕл­лĕн çи­тей­мен­ни­сем пат­не çи­чĕ çул ĕн­тĕ вăл ве­ло­си­пе­чĕ­пе çÿ­рет. Шем­шер­те ĕç­ле­ме ты­тăн­нă­ран­па вă­хăт шăп çа­кăн чух­лĕ ирт­нĕ, сте­на­сем ва­ра пĕр­ре те сă­рă кур­ман. «ФАП­ра йы­шăн­ма ва­ра хăт­лă­рах пÿ­лĕм­сем кир­лĕ», – тет вăл. Халь­лĕ­хе кун­та эмел стел­лажĕ­сем те алă­па ту­нис­кер­се­мех.

«Пуç­лăх пу­рин­шĕн те явап­лă» проект тă­рăх ав­гус­тăн 22-­мĕ­шĕн­че Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че пул­нă май «Тă­ван Ен» ха­çат жур­на­лис­чĕ­сем фельд­шер­па аку­шер пунк­тĕн­че те пул­нă. Вăл юхăн­сах пы­ни­не çи­рĕп­ле­те­кен сăн ÿкер­чĕк­се­не ре­дак­ци сай­тĕн­че те ан­лă сÿт­се яв­рĕç, ха­çа­тăн ирт­нĕ но­ме­рĕн­че çак ый­тă­ва ял тă­рăх пуç­лă­хĕ­пе Сер­гей Авер­киев­па тĕл пул­нă май те­пĕр хут çĕк­ле­рĕ­мĕр. Ра­йон­ти тĕп боль­ни­цă­ра çа­кăн хыç­çăн ка­наш­лу йĕр­ке­ле­нĕ. Сыв­лăх сых­лав уч­реж­де­ни­йĕн тĕп тух­тă­рĕ В­ла­ди­мир Ду­бов Шем­шер­ти ФАП­ра пу­ху­сем, суй­лав­сем иртт­тер­ни­не пĕл­мен те ик­кен. Ре­дак­ци ну­май пул­масть ун­ран ил­нĕ çы­ру­ра ФАП­ра ка­пи­тал­лă юсав ĕçĕ­сем ирт­тер­ме ук­çа-­тен­кĕ ту­пас тĕл­лев­пе рес­пуб­ли­ка бюд­жет­не тиш­кер­ни­не пĕл­тер­нĕ. Çак ый­тă­ва тат­са па­рич­чен Шу­паш­кар ра­йон боль­ни­ци – ФАП шă­пах унăн опе­ра­тив­лă уп­рав­ле­ни­йĕн­че – çак уйăх­ра пÿ­лĕм­сен­чи кос­ме­ти­ка юсав ĕçĕ­се­не вал­ли ма­ляр­сен бри­га­ди­не та­та ст­рой­ма­те­риал­сем уйăр­са па­рать. Сме­тă­па пăх­нă тă­как­сем 630 пин тен­кĕ­лĕх. Ун тă­рăх çа­вăн пе­кех çурт ни­кĕс­не çи­рĕп­лет­ме, ăш­ша тыт­ма фа­сад­не ме­талл сай­динг çап­ма, чÿ­ре­че­се­не улăш­тар­ма, пли­та вы­рăн­не урай­не ке­ра­мог­ра­нит сар­ма, çĕ­нĕ крыль­ца ту­ма, пÿ­лĕм­се­не гип­со­кар­тон­па те­пĕр хут уйăр­ма  па­лăрт­нă.

Сен­тяб­рĕн 5-­мĕ­шĕн­че Люд­ми­ла Фе­до­ро­ва заве­дую­щий ре­дак­цие юсав ĕçĕ­сем пуç­лан­ни­не шăн­кă­рав­ла­са пĕл­тер­чĕ. Юн кун ва­ра тĕп боль­ни­цă­ран çак­на çи­рĕп­ле­те­кен сăн ÿкер­чĕк­се­не ил­тĕ­мĕр. Сип­лев уч­реж­де­ни­йĕн тĕп фельд­ше­рĕ Алев­ти­на Ок­ли­ко­ва пĕл­тер­нĕ тă­рăх, ка­пи­тал­лă юсав ĕçĕ­сем Шем­шер­ти ФАП­ра те­пĕр çул ир­тĕç.

Ре­дак­ци çа­вăн пе­кех Шем­шер­те çĕ­нĕ ФАП ту­са ларт­мал­ли май­сем­пе кă­сăк­лан­са Чă­ваш Ен сыв­лăх сых­лав ми­нис­терст­ви­не ый­ту­па тух­рĕ. Сен­тяб­рĕн 8-­мĕ­шĕн­че ве­домст­вă­ран ил­нĕ ху­рав­ран 2013-2015 çул­сен­че ЧР мо­дуль­лĕ ФАП­сем тă­вас­си­пе çы­хăн­нă пла­на Шем­шер ял­не кĕрт­мен­ни пал­лă. Çы­рă­ва ЧР сыв­лăх сых­лав ми­нист­рĕн çу­мĕ Н. Зи­не­тул­ли­на ху­рав­ла­нă. Ун­та çа­вăн пе­кех халь­хи пункт­ра ка­пи­тал­лă юсав ĕçĕ­сем ирт­тер­мел­ли­не, çак­на вал­ли ук­çа-­тен­кĕ уйă­рас­си­пе çы­хăн­нă ый­ту халь­лĕ­хе уçă пул­ни­не па­лăрт­нă.

Таи­сия Кро­то­ва

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости