Стаж шутне кĕрет-и?

«Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне ачасемпе ларнă (декретри) çулсене шута илеççĕ-и?

Галина СОФРОНОВА, Ишлей

Лариса СТЕПАНОВА, Шупашкар районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи:

– Малтанхи çулсенче ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене ĕçрен хăтарнă. Енчен те ĕç кĕнекинче «Ачана пăхассипе ĕçрен хăтарнă тесе çырнă пулсан» çак çулсене стаж шутне илмеççĕ. Енчен те ĕçленĕ вăхăтра ача пăхма отпуск илнĕ пулсан – стаж шутне кĕрет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости