Суя эрехшĕн – 10 çул

— Юлашки вăхăтра суррогатлă спиртлă шĕвек, алкоголь продукцийĕн законла мар çаврăнăшĕ пирки нумай илтме пулать. Ăна сутакансем мĕнле явап тытма пултараççĕ?

Кирилл ПЕТРОВ, Кÿкеç

Илья ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн пулăшуçи:

– Юлашки вăхăтра суррогат эрех-сăрана сутнă, суя акцизсемпе усă курнă тĕслĕхсем йышланчĕç. Кунашкал усал ĕçпе çыхланакансемшĕн, паллах, закон çирĕп. РФ УКĕн 171.1 статйипе маркировкăсăр продукцие (çав шутра алкоголь продукцине те) е тавара туяннăшăн, упранăшăн, сутнăшăн уголовлă яваплăх кĕтет. Чи пысăк айăплав – штраф, 400 пинрен пуçласа 800 пин тенкĕ таран е тата 6 çул таран ирĕклĕхсĕр юлма пулать, 1 млн тенкĕ таран штрафпа е унсăрăн. Кунсăр пуçне тата суя акциз маркисене тунăшăн, сутнăшăн та РФ УКĕн 327.1 статйипе явап палăртнă, кунашкал преступленишĕн штраф – 300-700 пин тенкĕ е 5 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварасси.

Закона пăхăнмасăр продукци е тавар туса кăларнăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн, сутнăшăн та уголовлă яваплăх кĕтет. Çакăн пирки РФ УКĕн 238 статйинче каланă. Ку статьяпа айăпланакан çынсем малтанах шухăшласа суя алкоголь продукцине сутни каламасăрах паллă. Асăннă статьяпа суд сакки çине ларакансем валли айăплав тĕрлĕрен, чи пысăкки – 10 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварни.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости