Сăмакун ан сут!

Алкоголь продукцийĕн законла мар çаврăнăшĕ пирки час-часах илтме тÿр килет: унта тивĕçлĕ документсемсĕрех алкоголь продукцине, кунта суя эрех сутнине тупса палăртнине пĕлтерсех тăраççĕ… Кунашкал хыпарсем çĕршывĕпех. Нумаях пулмасть Иркутск облаçĕнче «фанфуриксене» пула сиксе тухнă инкек пурне те сисчĕвлентерчĕ.

Ку темăна хускатнă май «фанфуриксем» пирки кăна мар, вăрттăн суя эрех, сăмакун сутакансем пирки те сăмах пуçармалла. Вĕсем мĕн чухлĕн? Тĕрĕссипе, никам та калаймĕ. РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн информацийĕ тăрăх пĕлтĕр районта спиртлă шĕвек (сăмакун) сутнă 15 факта регистрациленĕ, 2015 çулта – 12 тĕслĕхе. РФ Уголовнăй кодексĕн 238-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (хăрушсăрлăх требованийĕсемпе килĕшсе тăман тавара сутнăшăн) иртнĕ çул – 11, 2015 çулта 8 уголовнăй ĕç пуçарнă. Районĕпе тишкерсен, спиртлă шĕвек сутнă тĕслĕхсенчен çурри ытла Çĕнĕ Тутаркассине лекет. Суя эрех сутнипе çыхăннă ыйтăва нумаях пулмасть райадминистрацинче йĕркене пăснине хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнче те хускатнăччĕ. Ăçта сутакан пур, унта ĕçекен те нумай, ÿсĕр çынна вара тинĕс те чĕркуççи таран кăна, вăл ним мар йăнăш çулпа утма пултарать. Иртнĕ çул Тутаркасси ял тăрăхĕнче преступлени шучĕ ÿсни, ахăртнех, çакăнпах çыхăннă.

Тепĕр чухне çынсем кунашкал суту-илÿ вырăнĕсене пÿрнепе тĕллесе кăтартма пултараççĕ пулин те вĕсене тĕп тума çăмăл мар, преступниксене тупма вара пушшех те. Тутаркасси ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Фомин палăртнă тăрăх, пĕр çĕрте сутаççĕ, сутаççĕ те, сисместĕн те тепĕр çĕре куçса каяççĕ. Çавăнпа та вĕсем ăçта, хăш вырăнсенче тĕпленнине йĕрлесе çитерме чăннипех те йывăр.

Ыйту çивĕччи куç кĕретех. Пытармасăр каласан, йĕрке хуралçисен вăйĕпе кăна ку синкере пĕтерме çук та пулĕ. Халăх тăнăçлăхĕшĕн тăвакан ку ĕçе общественноçа явăçтарни вырăнлă пулмалла пек. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев асăннă ларура. Сăмахран, кам ăçта мĕнле суту тунине шанчăклă çынсенчен пĕлсе тăма пулать, унтан – тивĕçлĕ органсене систерме.

Йĕрке хуралçисем ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлеççĕ, сăмахран, пĕлтĕр 106 л спиртлă шĕвек туртса илнĕ, «фанфуриксем» сутакан 12 суту-илÿ вырăнне тупса палăртнă, хăрушсăрлăх требованийĕсене тата этикеткăра çырнисем чăнлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслемешкĕн 0,1 л виçеллĕ 12 тĕслĕхе экспертизăна янă. Вĕсем пурте тĕрĕслев витĕр тухнă, пĕрин тĕлĕшпе кăна иккĕленÿ пур (РФ КоАПĕн 14.15 статйипе), ăна Роспотребнадзорăн регионти управленине янă.

Спиртлă шĕвексен законла мар çаврăнăшĕ тĕлĕшпе йĕрке çирĕп пулин те унран хăраманнисем те пур-ха. Акă çак кунсенче Шупашкарти «Ярмăрккăра»Роспотребнадзор специалисчĕсем полицейскисемпе пĕрле тĕрĕслев вăхăтĕнче 15 л яхăн спиртлă лосьон тупса палăртнă, пурĕ 147 «фанфурике» туртса илнĕ. Райадминистрацин экономика пайĕнчен хыпарланă тăрăх, районта «фанфуриксем» сутнă тĕслĕхсем тупман.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости