«Сăрă» схема кĕсъене çÿхетет

Шалу тÿленĕ чухне «сăрă» схемăпа усă куракансем, паян-и, ыран-и, явап тытаççех. Çакна районта тупса палăртакан тĕслĕхсем çирĕплетсех параççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкар район прокуратури тепĕр фактпа паллаштарчĕ. Закона пăснине «Волжский рамочный завод» ООО-ра тупса палăртнă иккен. Сидорова (хушаматне улăштарнă) унта иртнĕ çулхи сентябрьтен пуçласа икĕ уйăх дизайнерта ĕçленĕ, ĕç параканпа килĕшÿ тумасăрах. Урăхла каласан, шалăва вăл конвертпа илсе тăнă.

РФ Ĕç кодексĕн 67-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕç килĕшĕвне 2 экземплярпа çырса хатĕрлемелле, ăна ĕç паракан та, ĕçе вырнаçакан та алă пусса çирĕплетмелле. Закона пăснăшăн асăннă организаци директорĕ тĕлĕшĕпе РФ КоАПĕн 5.27 статйин 4-мĕш пайĕпе (ĕç килĕшĕвне çырма хирĕçлени е ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеменни) административлă ĕç пуçарнă. Унăн 10 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости