Тирпейсĕрлĕх хакĕ

2015 çулхи çур çулта административлă йĕркене пăснине тупса палăртас тата асăрхаттарас тĕллевпе районăн административлă комиссийĕ 12 хут ял тăрăхĕсене тухса кĕнĕ, 55 протокол çырса хатĕрленĕ. Административлă йĕркене пăснипе çыхăннă протоколсем пĕлтĕр 20 пулнă. Райадминистраци пуçлăхĕ эрне пуçламăшĕнче ирттерекен планеркăра комисси ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май çакăн пирки унăн председателĕ Зоя Маслова пĕлтерчĕ. Çур çулта район çыннисене 30 500 тенкĕлĕх штрафланă. Харпăр хăйĕн территорине тирпейлĕ тытманшăн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран кăларса хума тивет вĕсен. Паянхи кун тĕлне 14260 тенкĕ шыраса илнине палăртмалла.

Çакăн пек майпа кăçал пăхса тухнă административлă ĕçсен пысăк пайĕ ЧР «Административлă йĕркене пăсни çинчен» законĕн 10-мĕш статйине тивет. Территорие тирпейлессипе çыхăннă йĕркене пăсни – документ официаллă çакăн пек илтĕнет. Çакăн тăрăх комисси членĕсем, ун йышне вара райадминистраци, ял тăрăх ĕçченĕсемпе танах вырăнти депутатсем кĕреççĕ, 47 протокол çырса хатĕрленĕ. Ку вăл – протоколĕсен пĕтĕм йышĕн 89%.

Комисси членĕсен йытта тата килти ытти чĕр-чуна тытас тĕлĕшĕпе йĕркене пăхăнманшăн шар куракансен ыйтăвне те тивĕçтерме тивет. Çавна май кăçалхи çур çулта РФ КоАПĕн 15 статйипе 6 протокол çырнă.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости