Турă хăватне шанмалла

Пурнăçра ырăпа усал пурах-тăр. Çынна пăсма, япăх тума пулать тенине те илтме тивет. Пĕри çакна ĕненет, тепри сивлет. Усал сывлăшран, тăшмансенчен сыхланас тесен мĕн тумалла? Кĕлĕ кăна вулани çителĕклĕ-и? Уйрăмах мĕнле кĕлĕ вуламалла?

Ирина КАЛАШНИКОВА, Кÿкеç

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Усал тăвакан çынсем шуйттанпа ĕçлеççĕ. Этем Турра, унăн хăватне шансан вара ăна нимĕн те тума çук. Çавăнпа та аслă аттемĕрĕн иксĕлми хăватне ĕненмелле. Вăл çынна хăйĕн хăватне парсан унпа нимĕн япăххи те пулмĕ. Ĕненекен çыннăн яланах кĕлĕпе пурăнмалла, усал ан ертĕр тесен 90-мĕш псалома вулани вырăнлă, кунсăр пуçне ытти кĕлĕ пирки те манмалла мар.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости