Усăллă тĕл пулу…

Çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать

Атăл хĕрринчи уçланкă çамрăксен шавĕпе тулчĕ. Форума хутшăнакансем 10 палатка лартрĕç, хурансем çакса яшка-пăтă пĕçерчĕç, чей вĕретрĕç, сĕтел хатĕрлерĕç.

Çамрăксен форумĕ спорт вăййипе пуян пулчĕ. Чи малтанах командăсен хушшинче çăмăл атлетика енĕпе эстафета иртрĕ. 2 яшпа 2 хĕр 200-шер метрлă дистанцире тупăшрĕç. Чупассипе 10 командăран 1-мĕш вырăна Кÿкеç, 2-мĕшпе 3-мĕшне Янăш тата Тутаркасси ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç. Пĕтĕмпе эстафетăра 40 çамрăк тупăшрĕ. Тăхтавра уй-хир условийĕсенче тĕпел хатĕрлес енĕпе конкурс иртрĕ. Жюри членĕсем палаткăсене вырнаçтарса хăтлăх кĕртес, апатланăва санитари нормисене пăхăнса йĕркелес ăсталăхпа паллашрĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăрăшкасси, Тутаркассипе Янăш командисем 1-мĕш, Вăрман-Çĕктерпе Кăшавăшсем 2-мĕшсем пулчĕç. 3-мĕш вырăна Апаш ял тăрăх команди çĕнсе илчĕ. Кашни ял тăрăх çамрăкĕсем сĕтел хатĕрлерĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Татьяна Ефимовăпа Ксения Чугунова хуран çакса яшка пĕçерчĕç, чей вĕретрĕç. Вăрман-Çĕктер команди йышĕнче Николай Павлов, Леонид Захаров, Павел Олангин, Алесей Чугунов, Кристина Семенова, Ирина Николаева, Владимир Матюшкин, Дима Романов пулчĕç.

Апатланнă хыççăн командăсен хушшинче пляж волейболĕн вăййисем иртрĕç. Унта кашни командăран 3-шер çамрăк хутшăнчĕç. Малтанах Вăрман-Çĕктерсем Янăшсенчен 11:5 шутпа выляса илчĕç. 2-мĕш тĕл пулура Кăшавăш ял тăрăх командине 11:7 шутпа çĕнтерчĕç. Финалта Вăрман-Çĕктер çамрăкĕсем Кÿкеçсене 11:5 шутпа парăнтарса 1-мĕш вырăна тухрĕç. 3-мĕш вырăнта Апаш çамрăкĕсем пулчĕç. «Хаваслă стартсенче» яшсем резина михĕпе сиксе, выртакан михĕ витĕр тухса, скакалкăпа сиксе финиша çитессипе тупăшрĕç. 8 командăран Кÿкеçсем 1-мĕш, Апашсем 2-мĕш, Вăрман-Çĕктерсем 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Канат туртас енĕпе те 6 çынран тăракан командăсен хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ иртрĕ. Финалта Апашсене выляса ярса Вăрман-Çĕктер çамрăкĕсем 2-мĕш вырăна тухрĕç. 3-мĕш вырăна Кăшавăшсем çĕнсе илчĕç.

Çамрăксем «Визитка» пултарулăх конкурсне те хаваслăн хутшăнчĕç. Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Мульдияров хăй те çамрăксемпе пĕрле ташласа командăна 1-мĕш вырăна тухма пулăшрĕ. Вăрман-Çĕктерсен «Искатель» команди гитарăпа юрă юрласа 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех Чăрăшкасси ял тăрăхĕн çамрăкĕсем те 2-мĕш пулчĕç.

Юлашкинчен жюри пĕтĕмлетÿ турĕ. 1-мĕш вырăна Апаш çамрăкĕсен команди тухрĕ. Вăрман-Çĕктерпе Кăшавăш тата Тутаркасси командисем 2-мĕш пулчĕç. Янăшсемпе Чăрăшкассисем 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Атăл хĕрринчи çамрăксен форумĕ çÿллĕ шайра, хаваслă иртрĕ.

АНДРЕЙ ВАСИЛЬЕВ, ХОРНСОР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости