Усăллă эрне

Пирĕн шкулта географи, биологи, хими предмечĕсен эрни иртрĕ. Унта ачасем çак предметсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тăххăрмĕшсем географи диктанчĕ çырчĕç.

Марина Михайлова, Семен Семенов тата Наташа Игнатьева пуринчен те нумай балл пухса çĕнтерӳçĕсем пулса тăчĕç. Биологипе кайăк ячĕсене пĕлессипе пиллĕкмĕшсемпе улттăмĕшсем тупăшрĕç, çунатлă туссем çинчен панă ыйтусене хуравларĕç, пурте тимлĕ ĕçлерĕç. Кунта «Хурчăкасем» «Ăмăрткайăксене» çĕнтерчĕç.

Çиччĕмĕш тата саккăрмĕш класра вĕренекенсем КВНра тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç. Кунта тĕрĕс хуравсене ытларах пухнă çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç.

Иккĕмĕш класри Аделина Вячеславова тата виççĕмĕшĕнчи Ульяна Семенова ашшĕсем пулăшнипе питĕ илемлĕ сырăшсем ăсталаса килнĕ.

Ачасем çут çанталăка упрас, ăна сыхлас тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсене хăйсем кăларнă стена хаçатĕнче палăртрĕç. Аслисем кĕçĕннисене хими урокĕпе çыхăнтарса тĕрлĕ опытпа паллаштарчĕç. Усăллă эрнене Елизавета Федорова вĕрентекен йĕркелесе пычĕ.

Лена Петрова, Тăрăн шкулĕ, 7-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости