Халăх фрончĕ – халăхшăн

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ – общество «вăйĕсен» пĕрлешĕвĕ. Вăл 2011 çулта йĕркеленнĕ. Юхăма ертсе пыраканĕ – РФ Президенчĕ Владимир Путин. Халăх фрончĕн уйрăмĕсем çĕршыври пĕтĕм регионтах ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – Президентăн «майри указĕсене» тата хушăвĕсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси, коррупцие хирĕç кĕрешесси тата ытти те. «Халăх фронтĕнче» 5 ушкăн йĕркеленĕ, вĕсем пурнăçри тĕрлĕ сферăпа çыхăннă. Ун йышне кĕрекенсем Шупашкар районĕнче те ĕçлеççĕ. Сăмахран, вĕсем Кÿкеçри «Шоссейная» урамри кивĕ çуртсене пырса курнă, çынсем вĕсенче мĕнлерех условисенче пурăннипе паллашнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости