Хоккейла выляса вăй виçеççĕ

2016 çулти январĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» клубĕн ăмăртăвĕсем старт илнĕ. Унта республикăри хуласенчи тата 16 районти вăтам ÿсĕмри шкул ачисем хутшăннă.

6 зонăра иртнĕ ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсемпе мала тухнă командăсене палăртнă. Вĕсем çаксем: Вăрнар, Канаш, Муркаш, Етĕрне, Елчĕк районĕсен тата Шупашкар хулин «Спартак» командисем. Пĕрремĕш тапхăр 2-мĕш тапхăра хутшăнакан 14 вăйлă командăна палăртнă. Çамрăк хоккеистсем 1-14-мĕш вырăнсене йышăнассишĕн пăр çине тухрĕç. Январĕн 18-19-мĕшĕсенче аслă ушкăнти 19 команда ăмăртăвăн 1-мĕш тапхăрне хутшăннă. Кĕçĕн тата призыв умĕнхи ÿсĕмри ушкăнсем муниципалитет шайĕнчи тапхăрсенче тупăшрĕç. Ăмăртусем январĕн 30-мĕшĕччен тăсăлмалла.

Кăçал Шупашкарта спортăн çĕнĕ проекчĕ – шкулсен хоккей лиги старт илнĕ. Вĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкул команди хутшăнĕ. Матчсем шкулсен çумĕнчи тата картишсенчи уçă хоккей курупкисенче иртĕç. Проект малалла пырать.

2003-2004 çулсенче çуралнă çамрăк хоккеистсен ăмăртăвĕ январĕн 17-мĕшĕнче Кÿкеçре иртнĕ. Пăр çине Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсен тата Шупашкарти «Спартак» командисем тухрĕç. Çав кунах Етĕрне, Елчĕк, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсенче тата Шупашкарта çамрăк спортсменсем шайбăна хапхана çапса кĕртессипе вăй виçрĕç. Район команди иккĕмĕш вырăна тухса иккĕмĕш тапхăра хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Виçĕм кун Муркаш районĕнче иртнĕ ăмăртура хоккеистсем Шупашкар хулин «Тус» командин çамрăкĕсемпе тĕл пулнăччĕ.

Анна Филиппова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости