Хушупа паллаштармасăр, тÿлесе татмасăр

Район прокуратури «Агрофирма «Средняя Волга» ОАО-ра тĕрĕслев ирттернĕ. Асăннă хуçалăхра пĕр арçын 2010 çултанпа водительте вăй хунă, ăна 2016 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче РФ ТК 81 статйин 1-мĕш пайĕн 6-мĕш пункчĕпе (ĕç вырăнĕнче сăлтавсăр пулманшăн) ĕçрен хăтарнă. Ĕç килĕшĕвне пăрахăçламалли пирки калакан приказра ĕç вырăнĕнче декабрĕн 20-мĕшĕнче пулманнине çирĕплетекен акта кĕртнĕ. Анчах та çак документпа ăна паллаштарман.

РФ Ĕç кодексĕн 140 тата 84.1 статйисен 4-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç параканăн ĕç договорне пăрахăçланă кунах ĕçлекене ĕç кĕнекине тавăрса памалла тата укçа-тенкĕ енчен татăлмалла. Сергеева вара ĕç кĕнекине ĕçрен хăтарнă кун мар, тепĕр кун кăна панă, ĕç укçине те майăн 12-мĕшĕнче кăна тÿлесе татнă. Район прокуратури çакна закона пăснă тĕслĕх пек хакланă.

Агрофирма «Средняя Волга» ОАО-ра 2015 çулти февраль уйăхĕнчен тытăнса хуралçăра вăй хунă тепĕр ĕçчене те мартăн 31-мĕшĕнче ĕçрен хăтарнă, ĕç укçине те кайран кăна тÿлесе татнă.

Район прокуратури «Агрофирма «Средняя Волга» ОАО генеральнăй директорĕ В.Н. Еремеев тĕлĕшĕпе административлă правона пăснăшăн РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1,6-мĕш пайĕсемпе ĕç пуçарнă, представлени çырнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости