Хĕвел­пе ян­кăр тÿ­пе – мир­лĕ пур­нăç пал­ли

Сен­тяб­рĕн 4-­мĕ­шĕн­чен пуç­ла­са ок­тяб­рĕн 4-­мĕ­шĕч­чен Чă­ваш Ен­ре граж­дан­ла хÿ­тĕ­ле­вĕн уйăх­лă­хĕ ир­тет. Унăн тĕп тĕл­ле­вĕ­сем – çын­се­не хă­йĕн­шĕн та­та ыт­ти­сен хă­руш­сăр­лă­хĕ­шĕн явап­лă­ха туй­ма, чрез­вы­чай­лă ла­ру-­тă­ру­ра хăй­се­не лăп­кă тыт­ма вĕ­рен­тес­си. Çак ме­роп­рия­тие ха­лал­ла­са ви­çĕм кун Ка­ра­чу­ра шку­лĕн­че кĕ­çĕн клас­сен­че вĕ­ре­не­кен­сен хуш­шин­че «Мы за мир во всем ми­ре» ÿкер­чĕк­сен кон­кур­сĕ ирт­нĕ. Ача­сем мир­лĕ пур­нă­çа ас­фальт çин­че ÿкер­нĕ. Чы­ла­йă­шĕ са­рă хĕве­ле та­та ян­кăр кă­вак тÿ­пе­не сăн­ла­нă. Эп­пин ача­сем мир­лĕ пур­нăç пал­ли­не ла­йăх чух­лаç­çĕ.  Кон­курс пĕ­тĕм­ле­тĕ­вĕ тă­рăх 2 та­та 3-­мĕш клас­сен­че вĕ­ре­не­кен­сем пĕр­ре­мĕш вы­рăн йы­шăн­нă.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости